03 марта 2012 г.
Ачасене хушма пĕлÿ паракан «ЮНИТЭКС» центр «Шырав» ăслăлăхпа практика конференцийĕн финалти турне ирттернĕ.
Шупашкарти вăтам пĕлÿ паракан 62-мĕш шкула республикăри 50 вĕренекен пухăннă. Кусем вĕсем – заочнăй тура хутшăннă 250 ачаран финал турне çĕнтерсе тухнисем. Финалистсен йышĕнче – пирĕн районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнчи Татьяна Павлова тата Сергей Степановпа Максим Николаев.
Жюри пурин ĕçне те çирĕп тĕрĕсленĕ: ăнлантарса çырнине, конкурса тăратнă ĕçсем мĕнлереххине, ыйтусене еплерех хуравланине. «Мода тата шкул» номинацире Татьяна Павлова виççĕмĕш вырăна тухнă.