03 марта 2012 г.
Концерт е пĕр-пĕр уяв йĕркелемелле-и – культура çуртне ял халăхне йыхравлатпăр. Тăвăш Юнтапари Александровсем вара чăн-чăн пулăшуçăсем.
Иванпа Алина Александровсем виçĕ ачана пăхса ÿстереççĕ. Кил хуçи арçынĕ Вутланти тулли мар вăтам шкулта газооператорта ĕçлет. Алина асăннă шкулта аслă повар. Каçсерен мăшăрсем вырăнти клуба концерт хатĕрленме çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăсталăхĕ ачисенче те палăрать. Настя Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче иккĕмĕш курсра ăс пухать. Пултарулăхне хулара туптанипе çеç çырлахмасть, ялти клубра та юрри-ташшипе савăнтарать. Тăрăшуллă хĕр район пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕччĕ. Александровсен Снежанна хĕрĕ те кĕвĕ-çемĕ тĕнчине туртăнать. Акă нумаях пулмасть вăл ачасемпе çамрăксен «Мехел» фестивальне хутшăннă.
В.ГЕРАСИМОВ,
Тăвăш Юнтапа клуб заведующийĕ.