АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕ – районти тĕп отрасль

03 марта 2012 г.

Район экономикинче агропромышленноç комплексĕ (АПК) паллă вырăн йышăнать. Аграри секторĕнче халĕ 13 ял хуçалăх предприятийĕ: тăваттăшĕ – производство кооперативĕсем, саккăрăшĕ – тулли мар яваплă общество, тепĕр уçă акционерлă общество. Кунсăр пуçне районта потребительсен 5 ял хуçалăх кооперативĕ, 196 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата граждансен 9259 харпăр хăй хушма хуçалăхĕ.

2006 çултанпа ял хуçăлăхне аталантарма «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлани лайăх витĕм кÿме тытăнчĕ. Çавна май 2006-2011 çулсенче ял хуçалăх производствин калăпăшĕ 42,3 процент ÿснĕ. «АПК аталанăвĕ» проекта пурнăçлама тытăннăранпа (2006 çултан 2011 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен) 2759 çемье (харпăр хăй хушма хуçалăхсен 30,9 проценчĕ) хăйсен хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă майсемпе усă курнă.

Пĕтĕмпе 2008-2011 çулсенче экономикăн аграри секторне аталантарма Чăваш Республикин тата федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 193 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсене патшалăх енчен 2011 çулта 61 миллион тенкĕлĕх, 2008 çулта 16,1 миллион тенкĕлĕх пулăшнă.

Уй-хир ĕçĕсем

Кунта тĕп тĕллевсенчен пĕри мĕн-пур усă курман çĕрсене ĕçе кĕртесси пулса тăрать. 2008 çултанпа республика тата район бюджетĕнчен ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене, агропромышленноç комплексĕн организацийĕсене çак ĕçĕсене пурнăçлама кайнă тăкаксемшĕн саплаштару укçи тÿлеççĕ.

2008-2011 çулсенче 11709 гектар ытла пушă выртакан çĕре ĕçе кĕртнĕ, çак шутран 2008 çулта – 2810 гектар, 2009 çулта – 1815, 2010 çулта – 4005, 2011 çулта 3079 гектар. Ку енĕпе ĕçлекенсене хавхалантарма тăкаксен хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ субсиди уйăраççĕ (республика тата вырăнти бюджетсенчен 25-шер процент).

Хресченсене Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В.Путин çăмăллатнă хакпа топливо уйăрма йышăну туни пысăк пулăшу пачĕ. Иртнĕ çул районти ял хуçалăх организацийĕсем «НК Роснефть» ОАОран çăмăлатнă хакпа 330 тонна, «Лукойл-Волганефтепродукт» ОООран 50 тонна дизель топливи илсе тухнă. Çакă 3,5 миллион тенкĕ ытла перекетлеме май панă.

2000-2011 çулсенче çĕр улмипе пахча çимĕç хранилищисене 5 тунă тата юсанă: «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 4000 тонна упрамалăх, В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 2000 тоннăлăх, Ю.Никифоров хуçалăхĕнче – 500, С.Волков хуçалăхĕнче 1000 тоннăлăх пĕрер хранилище.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси

2008 çултанпа ял хуçалăхне аталантармалли, продукци чĕртавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли патшалăх программи ĕçлет. Унăн «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăртлатасси» пайне пурнăçласа «Новый путь» тата Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче 200 ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу фермисем туса лартнă, çăмăллатнă кредитсемпе усă курнă.

Хальхи вăхăтра районта сурăх ĕрчетесси çĕнĕрен йĕркеленет. 2010 çулта Ураскилт ял тăрăхĕнче «Ылтăн çăм» тулли мар яваплă общество ĕçлеме тытăннă. Унăн тĕп ĕçĕ – ăратлă сурăхсене ĕрчетесси. 2010 çулта фермăна çакăн пек ăратлă 206 сурăх, 2011 çулта тепĕр 205 сурăх кÿрсе килнĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 517 сурăх пулнă.

Типĕ çанталăк тăкакĕсене саплаштарма тата ĕнесен йышне сыхласа хăварма 2011 çулта ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансемпе харпăр хăй хушма хуçалăхсене выльăх апачĕпе тивĕçтермешкĕн пĕр ĕне пуçне 2863 тенкĕлĕх каялла тавăрмалла мар субсиди уйăрнă.

Пушă ларакан витесене хута ярасси хальхи вăхăтра тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

Юлашки 5 çулта ял хуçалăхĕнче уйăхри вăтам ĕç укçи виçĕ хута яхăн ÿснĕ. 2011 çулта уйăхри шалу 7030 тенкĕпе танлашнă, çакă 2010 çулхинчен 13,7 процент е 847 тенкĕ нумайрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика