03 марта 2012 г.
Валентина Плотникова лăпкăн, васкамасăр калаçать кашни килен-каянпа. Медицина сестри чирлисем кăсăкланакан ыйту çине те туллин ăнланмалла хуравлать. Вăл 1987 çултанпа тăрăшать сывлăх сыхлавĕнче. 1994 çултанпа вара Элĕкри тĕп больницăра. Халĕ флюрографи кабинетĕнче тимлет. Яштака пÿ-силлĕ, çÿллĕрех кĕлеткеллĕскер ĕçре çеç мар чун киленĕвне тупать. Юлашки вăхăтра хăйĕн пурнăçне сценăпа та çыхăнтарнă.
Сцена çине – ăнсăртан
– Спектакль-концерт курма чăннипех те кăмăллатăп. Унти сăнарсемшĕн пĕрре мар пăшăрханса чĕрене ыраттарнă. Артистсен пултарулăхĕнчен яланах тĕлĕннĕ. Анчах та хам сцена çине тухасси çинчен пĕрре те шутламан, – терĕ Валентина Валерьяновна. Пĕлтĕр пĕр кун В.Плотникова ĕçрен киле утнă. Çул Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕпе иртнĕ. Хĕрарăма Лидия Филиппова хормейстр тытса чарнă. Культура ĕçченĕсем «Айтар» драма лартнине, анчах та Пинерпи рольне вылякан çуккине пăшăрханса пĕлтернĕ. Çавăнпа репетицине килсе пăхма сĕннĕ.
– Малтанах хирĕçлерĕм, хамăн роль питех йывăр маррине пĕлтерни чуна ăшăтрĕ. Килĕшрĕм вара. Хама сцена çинче тĕрĕслесе пăхма шутларăм, – пĕлтерет Валентина.
Куракана тыткăнлама сăнара туллин сăнламалла, ытти артистсемпе пĕр çыхăнура пулмалла. Чĕрери шухăш-туйăма уçса пама вара питĕ йывăр. Пăрахас шухăш та пĕрре мар çуралнă В.Плотникован. Анчах та ыттисене япăх лару-тăрăва кĕртсе ÿкересрен шикленнĕ. Репетицисене медицина сестри ытларах ĕçрен тухсан çÿренĕ. Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан ытти çынсемпе «Айтара» сцена çине кăларма хатĕрленнĕ.
– Пинерпи сăнарĕ чуна тыткăнларĕ. Унпа çыхăннă хăш-пĕр самант пурнăçра улшăнусем тума хистерĕ, – тет сăнран илемлĕ хĕрарăм.
Анюк рольне
вылять
– «Айтар» пĕрлештернĕ коллективпа сцена хăватлă вăй пулнине çав вăхăтра ăнлантăм. Кунта хăвăртах пусăрăнчăк кăмăл сирĕлет, чунри ырату лăпланать, – тет Валентина Валерьяновна.
Пĕр хăнăхнă ушкăнпа каллех спектакль калăплама палăртнă. Ку хутĕнче «Кай, кай, Ивана» камитпе куракан умне тухнă.
– Пинерпи ашшĕ сăмахĕнчен иртме шикленнĕ пулсан, Анюк пачах та урăхла сăнар. Паянхи пурнăçри хĕр-упраçран кăшт кăна уйрăлса тăрать темелле. Шанса панă роле лайăх калăплас килет. Çавăнпа пушă вăхăт тупăнсан спектакльсем пăхатăп. Артистсем мĕнле вылянине шута илетĕп, – тăсать калаçăвне В.Плотникова.
Сцена çинче шикленнине те пытармарĕ. Каçсерен алла ĕç тытать. Ывăл-хĕрĕ валли илемлĕ кофта, ытти япала çыхать. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытать.
Эльвира КУЗЬМИНА.