АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем пĕр вырăнта тăмаççĕ

03 марта 2012 г.

Райхаçат страницисенче район 2002-2011 çулсенче мĕнлерех аталанса пыни çинчен каласа паракан статьясен ярăмне вулакан асăрхарĕ ĕнтĕ. Паянхи номерте промышленность, пĕчĕк предпринимательтство, демографи, тупăшсен кăтартăвĕсене пичетлетпĕр.

Промышленность

2011 çулта харпăр хăй вăйĕпе туса илнĕ организацисен (вĕсем пĕчĕк предпринимательствăна кĕмеççĕ) таварсен калапăшĕ, пурнăçланă тата пулăшу панă ĕçсен хисепĕ, 2005 çулхипе танлаштарсан, 3,1 процент ÿснĕ, пĕтĕмпе çак ĕçсене 9,9 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Продукци хатĕрлекен производствăн тÿпи 4,3 процент, электроэнерги, газ, шыв валеçессин тÿпи 95,7 процент пулнă.

2011 çулта, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, электроэнерги, газ, шыв туса илсе вĕсене валеçесси ÿснĕ.

Пĕчĕк предпринимательство

2002-2011 çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство предприятийĕсем 5,1 хут ÿснĕ, иртнĕ çул вĕсем 57 единица пулнă. Малтан шутланă тăрăх, 2011 çулта вĕсенче 1041 çын ĕçленĕ (списокри вăтам кăтарту). Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсен йышĕ мĕн-пур предприятисемпе организацисенче (хресчен-фермер хуçалăхĕсемсĕр пуçне) ĕçлекенсен шутĕнче 35,2 процент йышăнать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен таварçаврăнăшĕ 2011 çулта 111,7 миллион тенкĕ пулнă (2010 çулхинчен 3,7 процент нумайрах). 2011 çулта ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшăн калăпăшĕ 2000 çулхинчен 3,9 хут ÿснĕ, вăл 414,9 миллион тенкĕпе танлашнă. 2011 çулта ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш 2010 çулхинчен 4,6 процент ÿснĕ. 2011 çулта халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси пĕлтĕрхинчен 10,6 процент ÿснĕ, вăл 74,5 миллион тенкĕпе танлашнă.

Демографи

2000-2011 çулсенче республикăри халăх йышĕ 19,6 процент чакнă.

Районта 2011 çулта 1000 çын пуçне 15,4 ача çуралнă, кашни 1000 çын пуçне 5,7 çын чакнă.

Республикипе илсен, 2010-2011 çулсенче аякран халăх килесси ÿснĕ, районта чакнă. 2011 çулта кашни 10 пин çын пуçне районтан 226,3 çын тухса кайнă.

2010 çулта вăтам пурăнаслăх 69,9 çул пулнă, 2011 çулта – 70,3 çул.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен йышĕ 0,54 процентпа танлашнă, 2011 çулта – 0,52 процент.

Тупăшсем

2000-2010 çулсенче уйăхсеренхи ĕç укçи 18,8 хут ÿснĕ. 2010 çулта районта вăтам ĕç укçи 9461,1 тенкĕпе танлашнă, çакă республикăри кăтартуран паллах сахалтарах (Чăваш Республикинче вăтам ĕç укçи 13726,9 тенкĕ пулнă). 2011 çулсенчи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче ĕç укçи 9954,3 тенкĕ пулнă, 2010 çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 7,7 процент ÿснĕ, 2000 çулхипе шутласан 19,8 хут хăпарнă.

2011 çулта педагогсен шалăвне 3 тапхăрта ÿстернĕ. Çулталăкра ÿсĕм 30 процентпа танлашмалла пулнă. Анчах та чÿк уйăхĕнче тата 75,8 миллион тенкĕ уйăрса панă та, учительсен ĕç укçи 2011 çулхи 1-мĕш кварталтинчен 60,8 процент ÿснĕ, шалу 16972 тенке çитнĕ.

2012 çулхи 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи тÿлемелли вăхăта тăснă тĕслĕх пулман.

2000-2011 çулсенче пенсисен виçи 8,9 хут ÿснĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика