АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо ĕçченĕсем - ăста спортсменсем

07 марта 2012 г.

Çапла, районти потребительсен обществинчи çамрăксем районта иртекен нихăш спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмаççĕ, республикăри тупăшусене те хутшăнаççĕ. Акă, анчахрах, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче футзал енĕпе йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ. Виçĕ эрнене пынă çивĕч тупăшура ытларикунсемпе шăматкунсерен ял тăрăхĕсен тата организацисен командисем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Турнир малтанхи кунсенчех пысăк хастарлăхпа пуçланнă, кашни тĕлпулу юлашки минутсенче кăна çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Чи маттуррисем – райпо каччисем. Сăмах май, вĕсем иртнĕ çулхине те пĕрремĕшсем пулнăччĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Ехремкасси ял тăрăхĕн команди. Пĕлтĕрхи турнирта вĕсем тăваттăмĕш вырăна тухнăччĕ.

Виççĕмĕш вырăншăн çулавăçсемпе шĕмшешсем çине тăрса кĕрешрĕç. Шăпа вĕсене чи вĕçĕнчи ăмăртура тĕл пултарчĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре шĕмшешсене парăнтарса çулавăçсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

(Хамăр инф.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика