07 марта 2012 г.
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртрĕ. Районти суйлав комиссийĕ малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ.
Суйлавçăсен списокне пĕтĕмпе 13820 суйлавçăна кĕртнĕ. Сасăлава пурĕ 11550 суйлавçă (83,57 процент) хутшăннă. Кандидатсемшĕн çапла сасăланă: В.Жириновскийшĕн – 518 суйлавçă (5,03 процент), Г.Зюгановшăн – 2815 суйлавçă (24,37 процент), С.Мироновшăн – 405 суйлавçă (3,51 процент), М.Прохоровшăн – 302 суйлавçă (2,61 процент), В.Путиншăн – 7250 суйлавçă (62,78 процент).