АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман варринчи пÿртрен ял пуçланнă

07 марта 2012 г.

Пирĕн ял епле пулни çинчен тĕрлĕ халап çÿрет. Пĕрне вара хам та час-часах аса илетĕп. Виçĕ тăван пурăннă мĕн: Сарплат, Тукач, Пантьăк. Сарплачĕ аслăрах пулнă. Вăл завод лартма план тунă, тет. Икĕ пиччĕшĕ, шăллĕ пуйса каясран хăраса, планне вутта пăрахса çунтарса янă, хăйсем вара хăранипе килтен тухса тараççĕ. Пĕри, Тукач ятли, нумаях тараймасть, ывăнать. «Эпĕ урăх каймастăп, мана вăл кунта шыраса тупаймасть», – тесе вăрман варрине пÿрт лартать те пурăнма пуçлать. Кайран ун патне ытти çынсем те пырса пÿрт лартаççĕ. Çапла пуçланса кайнă теççĕ Тукач. Аслăрах çулхисем иртнине манмаççĕ, апата ларнă чухне Тукача апат çиме килме чĕнеççĕ.

Çулсем иртнĕ май тăван ялăм аталанса, ÿссе, çĕнелсе пычĕ. Халĕ авă кунта тап-такăр, асфальтлă çул илсе çитерет. Капмар çуртсем куç тĕлне пулаççĕ. Çамрăксен урамĕ çĕкленни – ырă пулăм. Ку вырăна ял çыннисем те кăмăллаççĕ, сĕт турттаракан машина килнĕрен ирех пухăнаççĕ.

Ялта тăпăрчă пухассипе Владимир Афанасьев пуçарулăх кăтартнăччĕ. Хăйĕн килти хушма хуçалăхне аталантарсах пырать. Вăл ял çыннисемшĕн те тăрăшать, ятарласа лавкка уçрĕ, кунта мĕн кирли пурте пур. Предприниматель ĕçĕнче Романовсен çемйисем те активлăх кăтартаççĕ. Сергей Михайлович хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ.

Шел пулин те, çамрăк çемьесем хушăнса пымаççĕ. Иртнĕ çулсенче туй хыççăн туй пулатчĕ пулсан, халĕ çавна калаймăн. Яшсемпе хĕрсем ÿссе çитĕнеççĕ те хулана иленеççĕ, çавăнтах мăшăрланса тĕпленме тăрăшаççĕ. Çынсен йышĕ те хушăнса мар, чакса пырать. Мĕншĕн тесен ватăлсах пырать Тукач. Вăрăм урамăн анат вĕçĕ пушансах юлчĕ.

Пирĕн ялта 55 кил шутланатчĕ. Халĕ тĕтĕм сÿннисем 20-рен иртрĕç. Юрать-ха ял пурнăçне парăннисем пур. Сăмахран, Юлия Романова ывăлĕсем яла юлса çемье çавăрнă. Хулара пурăнакан хĕрĕ те Тукачра кил вырăнĕ илнĕ.

Пирĕн ял çинчен мĕн ĕлĕкренпех харсăр халăх тенĕ. Анчах хăйсем хушшинче туслă пулнă вĕсем, кар тăрса ĕçленĕ, ÿсĕмне те тунă. Çавăн çинченех Юлия Романова та хыпарларĕ.

– Уй-хирте ĕçлекенсен шучĕ 50-60-тан иртетчĕ. Ăмăртса утă çулаттăмăр, тырă выраттăмăр. Халĕ чылайăшĕ ĕçлеме аякка çÿреççĕ, – терĕ хура-шурне курнă хĕрарăм.

Хуçалăх арканнă хыççăн ял пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Ума ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ тухса тăнă. Ырă шухăш-ĕмĕтлисем, хăйсене шанаканнисем çĕнĕлле ĕçе тытăннă. Анчах та пурте хресчен-фермер е предприниматель пулаймĕç. Çавăнпа ĕнтĕ, пысăк сумка çĕклесе, инçене çÿрекенсем пур.

Ватăлса пыракан ялта клуб та ĕçлемест.

Раиса ДАВЫДОВА,

ĕç ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика