07 марта 2012 г.
Кăçал нарăсăн 19-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Çăварни эрни тăсăлчĕ. Çак уява савăнăçлă ирттерес тесе Мăн Ямаш тăрăхĕнче пурăнакансем чылай тăрăшрĕç. Нарăсăн 19-мĕшĕнче Мăн Ямашри вăтам шкул директорĕ Олег Данилов пуçарулăх кăтартнипе Çăварни эрни пуçланнине уявларĕç, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç.
Аслă Çăварние те шкул ертÿçи пуçарнипех малалла тăсрĕç. Уява шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем, ял çамрăкĕсем пухăнчĕç.
Малтанах сăвăсем каласа, Çăварни юррисем юрласа Хĕле ăсатрĕç. Кашни класс ачисем Çăварни юрри юрларĕç, пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Аслăраххисем хушшинче Нина Ильинана çитекенĕ пулмарĕ. Лена Савельевăпа Людмила Леонтьева юрланă юрă та пурин кăмăлне те кайрĕ. Шкул коллективĕ те пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Çăварнинче тăвайккинчен çунашкапа ярăнмасăр мĕнле ирттĕр-ха; Пĕчĕкреххисем хаваспах тăвайккине çунашка сĕтĕрсе чупрĕç. Йĕлтĕрпе чупасси те ачасене килĕшет. Ăмăртура финиша пĕрремĕш 9-мĕш класра вĕренекен Дима Павлов çитрĕ. Хĕрачасенчен 8-мĕш класра вĕренекен Мариета Павлова чи малти ретре пулчĕ. Ялсем хушшинче мини футбол вылясси те хĕрÿ пычĕ. Кашниех ăмăртура мала тухасшăн тапăçланчĕ, анчах та шкул ачисене çитекенĕ пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна шкулта ĕçлекенсем тухма пултарчĕç, виççĕмĕшне Ямаш ялĕнче пурăнакансенчен йĕркеленĕ команда тивĕçрĕ.
«Петушиные бои» вăйă та хăйне май интереслĕ иртрĕ. Арçын ачасенчен 8-мĕш класри Ваня Илдерпа 3-мĕш класри Коля Кулагин çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Хĕрачасенчен 9-мĕш класри Алена Александровăпа 3-мĕш класри Карина Волкова малта пулчĕç. Çемьери мăшăрсем хушшинче «Гонка на санках» ятлă ăмăрту иртрĕ. Даниловсен çемйи пуринчен те маттуртарах пулчĕ. Назаровсем те вĕсенчен юлас темерĕç. Павловсен çемйи те пултаруллă пулнипе палăрчĕ. Капăрлатса кÿлнĕ лашасен ăмăртăвне курса тăма та кăмăллă пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна Ямаш ялĕнчи Анатолий Лаврентьев, 2-мĕш вырăна Шуркасси ялĕнчи Евгений Данилов, 3-мĕш вырăна Кивуй ялĕнчи А.Яковлев йышăнчĕç.
Акă Çăварни Карчăккин кĕлеткине пурте пĕрле çунтарчĕç. «Пĕтĕм усал-тĕсел, чир-чĕр, хаяр хĕл хыçа юлтăр», – терĕç уява пухăннисем. Лашапа катаччи чупни пушшех те хавхалантарчĕ ачасене.
Людмила АНДРЕЕВА,
Яккушкăнь ялĕ.