АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă халатлисем спортра та маттур

14 марта 2012 г.

Хăйсен тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех медицина ĕçченĕсем çынсене ытларах та ытларах физкультурăпа тата спортпа туслаштарассишĕн, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе пухăнчĕç те ĕнтĕ тухтăрсем, медицина сестрисемпе санитаркăсем «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне. Кунта спорт уявĕ иртрĕ. Шурă халатлисем волейболла, теннисла, шашка-шахмăтла, дартсла вылярĕç, эстафета тупăшăвĕнче пулчĕç.

Васкавлă медицина пулăшăвĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсем – чи маттур волейболистсем. Сывлăх эстафетине хирурги уйрăмĕн ĕçченĕсем пуринчен малтан вĕçлерĕç. А.Иванов врач-онколог шахмăт «королĕ» пулса тăчĕ. Шашка енĕпе инфекци уйрăмĕнчи Л.Яковлева медсестра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Дартс сăннипе чи-чи тĕл перекенни – процедура кабинетĕнчи А.Давыдова медсестра. Г.Степанова врач-психиатр сĕтел çинче теннисла лайăх выляса кăтартрĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе чи хастаррисене профсоюз комитечĕ хаклă парнесемпе чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика