14 марта 2012 г.
Вăрçă тухнă! Çав усал хыпар таврана хăвăрт сарăлчĕ. Эпĕ ун чухне вун тăватă çула çитнĕччĕ. Чун-чĕре сурса ыратрĕ. Эпир, çутă ĕмĕтлĕскерсем, тăшман тапăнасса кĕтмен вĕт-ха. Ырри çинчен кăна шухăшланă. Атте, ялти мĕнпур çынсем пекех, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕ. Çемьере – ултă ача. Эпĕ вара чи асли. Пурнăçа тытса пырасси аннепе иксĕмĕр çине тиенчĕ. Çиме çăкăрĕ, тăхăнма çипуçĕ пулман. Хутаç çакса пуçтарма тухса кайма тиврĕ. Çити-çитми вăйпа колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. Алăпа пайтах тырă вырнă, авăн çапма çÿренĕ. Çавăн чухнехи пĕр самант уйрăмах асра юлчĕ. Кĕлтесем çĕкленипе алăсем кĕсенленсе ашлансах кайнăччĕ. Çаплипех шкула утнă. Суранланнă алăсемпе çыраймиех пултăм. Çакна учительница асăрхарĕ те мана уйрăм пÿлĕме илсе кайрĕ. Алла асăрханса ăшă шывпа, супăньпе çурĕ. Услам çу сĕрчĕ те таса тутăрне çыхса ячĕ. Çавăн хыççăн ыратни те иртсе кайрĕ, алăсем тÿрленчĕç. Бригадир уя суха тума янине епле манăн тата. Çу каçипех пар лашапа ĕçлерĕм. Кĕр кунĕсем çитсен фронта илсе кайрĕç вĕсене. Вăкăрпа та суха туса курнă. Кусене вара итлеттерме йывăрччĕ.
Колхоз уйне трактор килсен епле савăннă-ши; Хĕрсем те ĕçлеттеретчĕç вĕсене. Эпĕ те тракториста вĕрентĕм. Техника рульне тытрăм, трактора хĕр-тантăшăмпа Любăпа ĕçлеттереттĕмĕр. Хĕр ачасен черчен аллисене епле итлетĕр-ха техника, çĕмĕрĕлсе ларни те пулнă. Пĕррехинче запас пайне илме Канаша кайрăм. Аран çĕклесе çитрĕм ăна.
Мăшăрăм Гена та Çирĕккасси уйĕсенче нумай çул гусеницăллă тракторпа ĕçлерĕ. Шел, йывăр ĕç, хаяр вăрçă хытах сусăрлатрĕ çывăх çынна, халĕ вăл çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
Качча тухсан техникăпа ĕçлеме пăрахрăм. Чылай çул сÿс-кантăр заводĕнче вăй хума тиврĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте те тимлерĕм. Ферма заведующийĕ, техник-осеменатор пулма та шанчĕç.
Çирĕккасси ялĕн бригади Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра яланах малта пыратчĕ. Çынсем тăрăшулăхĕпе, ĕçе юратнипе палăратчĕç. Ял хуçалăх культурисем ăнса пулатчĕç. Çавăншăн Максимов бригадир ят-сума тивĕçрĕ. Ĕне выльăх самăртассипе, сĕт сăвассипе уйрăмах çитĕнÿсем пурччĕ.
Р.МИХАЙЛОВА, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.