14 марта 2012 г.
Кĕçĕн Тăван тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Мартăн 9-мĕшĕнче акă Илленушкăнь ялĕнче Хĕрарăмсен кунĕ тата Çăварни ячĕпе йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç. Ăна ку ялта çуралса ÿснĕ Радомир Тарасов тата Александр Андреев, çавăн пекех Кĕçĕн Тăванти Владислав Иванов пĕрле пулса йĕркелерĕç.
Ăмăртăва Илленушкăнь тата Кĕçĕн Тăван ялĕсенчи çынсем активлăн хутшăнчĕç. Пурĕ хĕрĕх çынна яхăн йĕлтĕр çине тăчĕ. 80 çултан иртнĕ Аркадий Деведеров, тивĕçлĕ канăва тухнă Аркадий Андреев, Ольга Белова, Люба Маркелова йĕлтĕр çине тăчĕç. Мала тухнисене дипломсем, хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Хĕрарăмсене вара чечексемпе савăнтарчĕç. Çĕнтерÿçĕсем йышĕнче – Галина Белова, Ольга Федорова, Елена Дмитриева, Оксана Ярхуткина, Альбина Дмитриева. Арçынсенчен Сашăпа Олег Аввакумовсем тата Александр Андреев маттуртарах пулчĕç. Радомир Тарасовпа унăн Галина мăшăрĕ те старта тухрĕç. Кашни чупакана вĕри чейпе, шашлăкпа сăйларĕç вĕсем. Çавăн пекех Хĕл ăсатăвĕ те иртрĕ Илленушкăньре.
А.КИРИЛЛОВА.