17 марта 2012 г.
Эрех ĕçсен пуçтахланма юратать çын. Хăй пуринчен те вăйлине ĕнентерме тăрăшать. Çывăх çыннисем, пĕлĕшĕсем çине те аллине çĕклеме именмест.
Акă иртнĕ кунсенче Мăн Ямашра пурăнакан А-па С. Яккушкăнь ялне Т. патне хăнана кайма шутланă. Пушă алăпа кĕресрен лавккара шампань эрехĕ туяннă. Шутланă çĕре çитсен тĕл пулнă ятпа хаяррипе пырĕсене «чÿхеççĕ». Çав вăхăтра хĕрарăм патне тепĕр С. пĕлĕшĕ пырса çитет. Малтанрах пынă хăнасем кунпа хирĕçÿ пуçлаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене чарма тăрăшать. Çакна курса хăнасем тулхăрса кайсах çапăçма пикенеççĕ. Хĕрарăма та тепĕр арçыннипе пĕрле хытах лекет.
Çавна май инкек тÿснĕ икĕ çын А-па С-на хĕненĕшĕн сакккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма шутланă.
А.МОРОЗОВ,
Шĕмшеш ял тăрăхĕн участок уполномоченнăйĕ.