17 марта 2012 г.
Çак кунсенче Элĕк салинчи тĕп библиотекăра аслăрах çулсенчи вулакансемпе Ангелина Павловская çыравçă тĕл пулу ирттерчĕ.
Вăл чи малтанах хăйĕнпе паллаштрчĕ. Ангелина Ивановна Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ тăхăр ачана пĕчченех ура çине тăратма пултарнă. А.Павловская Аслă Чак ялĕнчи шкулта, Çĕрпÿри вулавăш техникумĕнче вĕреннĕ. Вулавăшра вăй хунă, шкулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Куславккара комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче, Шупашкарти Мускав районĕнчи çутĕç пайĕнче инструкторта вăй хунă. А.Павловскаян пĕрремĕш «Ярăм-ярăм явăнать тĕтре» калавĕ 1983 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. 2010 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Саланнă кĕлте» кĕнеке кун çути курнă. Пĕлтĕр «Сапанскар хĕрĕ» кĕнеке пичетленсе тухнă. Автор хăйĕн повеçĕсемпе калавĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Акă «Сапанскар хĕрĕ» повеçре юрату тĕп вырăн йышăнать. Марине çамрăклах тăлăххăн юлнă пулин те кил-çуртне саланма памасть. Савнă каччипе çемье çавăрма ĕмĕтленет. Анчах ăна мар, урăххине суйласа илет. Сапанскар хĕрĕн чĕри курайманлăхпа тулать, кĕвĕçÿ ăна суккăрлатсах лартать.
Ангелина Павловская ыйтусем çине те хуравларĕ, ĕмĕт-тĕллевсене уçса пачĕ.