АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсенче пĕлĕве çирĕп тĕрĕслĕç

17 марта 2012 г.

Тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсемшĕн пĕрлехи патшалăх экзаменĕсемччен шутлă вăхăт юлать. Кăçал вĕсем мĕнле йĕркепе иртĕç; Çак ыйтусене хускатрăмăр та районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕпе Валентина Ильинична Семеновапа.– Районти шкулсенче 258 ача тăххăрмĕш класра пĕлÿ илет. Кашнинех çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Пурте пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ятарлă палăртнă йĕркепе тытĕç. Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе тăххăрмĕшсен хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем пур.

– Çĕнĕ формăпа иртекен экзамен унчченхи çулхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха;

– Çĕнĕлле тăххăрмĕш класра пĕлÿ илекенсен вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕсемпе тытма тивĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен материалĕсене Шупашкартан никама пăхăнман эксперт комиссийĕ (независимая экспертная комиссия) тĕрĕслеве илсе иклет. Пакета вĕренекенсен умĕнче уçаççĕ те ĕçсене валаçсе параççĕ. Палăртнă вăхăт иртсен, экзамен вĕçленсен, шкул ачисен ĕçĕсене пуçтарса хулана тĕрĕслеме илсе каяççĕ. Шупашкарта экзаменсен ятарлă патшалăх комиссийĕн членĕсем тĕрĕслеççĕ. Ку формăпа иртекен экзаменсем Элĕкри вăтам шкулта пулаççĕ.

– Тăххăрмĕшсен миçе экзамен тытмалла;

– Вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕсемпе пурте тытаççĕ. Чăваш чĕлхипе те кашнинех сочинени элеменчĕллĕ изложени çырма тивĕ. Мĕнле тема пулассине яланхиллех пакета шкулта ачасен умĕнче уçни палăртĕ. Тулли мар вăтам шкул ачин пĕтĕмĕшле пилĕк экзамен тытмалла пулсан, тепĕр иккĕшне вĕренекенсем хăйсен кăмăлĕпе суйлĕç. Тепĕр саманта та палăртмасăр иртме çук. Вуннăмĕш класа профиллĕ вĕрентÿ класне каякан çамрăкăн биологи, физика, хими, ют чĕлхе, обществознани, истори, информатика предмечĕсемпе тĕрĕслев витĕр тухма тивĕ. Хăйсем вĕреннĕ шкултах билетсен хуравĕсене ятарлă комисси умĕнче хуравлĕç.

– Валентина Ильинична, енчен те вĕренекенĕн вĕренÿ çулĕнче пĕр «иккĕ» паллă тухнă пулсан ăна пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене кĕртеççĕ-и;

– Ку пулăма та шута илнĕ. Шкул ачине тĕрĕслев витĕр тухма ирĕк параççĕ. Анчах та «иккĕ» паллă тухнă предметпа шкулти комисси умĕнче экзамен тытма тивет.

– Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче иккĕ илсен мĕнле пулмалла;

– Икĕ экзаменпа япăх кăтартусем пулсан йăнăша тÿрлеме май пур. Вăл е ку предметпа çĕнĕрен ытти чухнехи йĕркепе экзамен тытмалла.

– Сусăр, ача-инвалидсен ку тĕлĕшпе мĕнле те пулсан çăмăллăх пур-и;

– Сывлăх енчен хавшак, инвалид ачасен икĕ экзамен çеç пулĕ.

– Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакансене мĕнле тĕрĕслевсем кĕтеççĕ;

– Кăçал районти шкулсенчен пурĕ 286 ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен пĕри инвалид ача. 285-шĕ вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хутшăнĕç. Ытти çулсенчи пекех асăннă экзаменсем Элĕк шкулĕнче иртеççĕ. Кăçалтан вырăс литературипе те тĕрĕслев пĕрлехи патшалăх экзаменĕн формипе пулĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе литератури пĕрле шутланать. Асăннă предмета суйласа илнĕ вĕренекенсен ăна ют чĕлхесемпе экзамен ĕçĕсене пурнăçланă чухне пĕр кунта тытма тивет.

– Вырăс чĕлхипе е математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене иккĕлĕх çырсан ачан шанăçĕ пĕтмĕ-ши;

– «Иккĕ» паллăна тÿрлетме ирĕк параççĕ. Анчах ăна валли каллех резерв кунне уйăраççĕ.

– Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тепĕр хут тытма пултараççĕ-и;

– ППЭ-сене тепĕр хут тытма палăртнисен районти вĕрентÿ управленине маларах килсе заявлени çырса памалла. Кăçал кун пек çамрăксем икĕ ача çеç пулнă. Вĕсем ППэ-сене утă уйăхĕнче тытĕç.

– Обществăлла сăнавçăсен йышне кама кĕртеççĕ;

– Унччен ачасене вĕрентнĕ педагогсемех обществăлла сăнавçăсем пулнă. Халĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, массăлла информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем обществăлла сăнавçăсем пулма пултараççĕ. Анчах та вĕсен маларах вĕрентÿ министерствине заявленипе тухмалла.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика