17 марта 2012 г.
Спорт енĕпе ĕçлекен çынсен ачи-пăчи те спортпах туслашать. Пĕчĕкренех пĕр-пĕр спорт енĕпе палăрма пуçлать.
Акă Мăн Вылă шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренекен Евгений Шашкин бокса юратать. Кĕçĕн классенченех хăйĕн пултарулăхне кăтартма пуçланă.
Евгений Çирĕккасси ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ – Мăн Вылă шкулĕнчех физкультура учителĕ, амăшĕ Мăн Ямашри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Шашкинсен çемьере виçĕ ача ÿсет.
Женя улттăмĕш класра çеç ăс пухать пулин те тавçăрулăхпа, малта пырас енĕпе питĕ палăрать. Кашни предметпах лайăх вĕренет. Арçын ачана ытларах вырăс тата акăлчан чĕлхисем, математика, физкультура тата литература предмечĕсем килĕшеççĕ.
Ж.Шашкин 2007 çултанпа Наци кросне хутшăнма пуçланă. Яланах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. 2009 çулта пĕрремĕш хут республикăри боксерсен турнирне хутшăннă. Женя пĕрремĕш вырăна тухнă. Палăртса хăвармалла, улттăмĕш класс ачи яланах хăйĕнпе танăшшисемпе çеç кĕрешмест. Хăйĕнчен пысăкрах виçеллĕ ачасемпе те тупăшма тивет унăн.
– Пушă вăхăтра эпĕ кĕнеке вулама, юрăсем итлеме, компьютерпа вылякалама тата юлташсемпе вăхăта усăллă ирттерме юрататăп. Мана спорт питĕ килĕшет. Вăл вĕренÿре те, пурнăçра та пулăшса пырать. Ман шутпа, кашни çыннăн спортпа туслă пулмалла, – тет Евгений Шашкин.
А.СИЛИВЕСТРОВА.