17 марта 2012 г.
Элĕкри ватăсен шкулĕн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Раиса Давыдовăпа Клавдия Степанова «Пĕр килти кинсем» ятпа сценари çырса хатĕрленĕ.
Паян Элĕкре пурăнакан Нина Вонифатьевнăпа Зоя Васильева Андреевăсем пĕр килти кинсем шутланаççĕ. Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнче ÿссе çитĕннĕскерсем ĕç вырăнĕсене Элĕкре тупнă, çавна май кĕçех кунти Андреевсен çемйин кинĕсем пулса тăнă. Шăкăл-шăкăл пурăннă, ача-пăча ÿстернĕ, йывăр ĕçсене яланах пĕрле тунă, пĕрле савăннă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те çитмĕл урлă каçнă. Ларура малтан ачалăх вăхăчĕсене аса илчĕç. Акă Нина Вонифатьевна 1934 çулта кÿршĕлле Вăрнар районĕнчи Альменево салинче çуралнă, вăл çемьере вуннăмĕш ача пулнă, çавна пула амăшĕ «Мать-героиня» ятне илме тивĕçнĕ. Нинăн ачалăхĕ хаяр вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ. Вăхăт çитсен шкула каять, 1950 çулта Ермошкăри çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерет. Хыççăн Шупашкара каять, пир-авăр комбинатĕнче сакăр çул ĕçлет. 1955-1956 çулсечне Етĕрнери ял хуçалăх механизацийĕн училищине вĕренсе пĕтерет, Элĕк районĕнчи «Сорма» колхозра трактористкăра вăй хурать. Элĕке куçать, пĕр вăхăт ача-пăча садĕнче завхозра ĕçлет. Кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех почтальонра тимлет. Нина хăйĕн телейне Элĕкре тупать, Андреевсен Миша ятлă ывăлне качча тухать. Вĕсем виçĕ ача çуратса ÿстереççĕ. Наградăсем те пур.
Зоя Васильевна вара 1935 çулта Вăрмар районĕнчи Вăрмар станцийĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Вăл ултă çула çитсен çĕр-шыва тăшман тапăнса кĕрет. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалать. Амăшĕ ачисене ĕçе вĕрентсе пырать. Зоя 1950 çулта Вăрмарти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерет. 1953 çулта Çĕрпÿри педучилищăна пĕтернĕ хыççăн направленипе Элĕке ĕçлеме килет. Малтанах воспитательте тимлет, 1968 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех ача-пăча сачĕн заведующийĕнче вăй хурать. Вăл Андреевсен Василий ятлă ывăлĕпе çемье çавăрать, ача-пăчасем çуратса, ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.
Пурнăçăн кашни тапхăрĕпе залра юрăсем янрарĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç Нинăпа Зойăна. «Кинсем» вĕсене туллин хуравларĕç.
А.ТИМОФЕЕВ,
районти ветерансен канашĕн председателĕ.