21 марта 2012 г.
Çемьере пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас вырăнне мăшăрсем тепĕр чух хирĕçÿ пуçараççĕ. Ытларах чухне çакна арçын пуçлать. Сăлтавĕ те паллă – ялти юлташĕсемпе черкке пушатнă хыççăн хăюлланнă.
Акă нумаях пулмасть кăнтăрла иртни тăватă сехетре Тури Выла ялĕнче пурăнакан А. килне ÿсĕр таврăннă. Яланхиллех хăйне тытма пĕлменскер мăшăрĕпе хивре калаçу пуçарнă. Хĕнеме пуçланă. Алă-урапа тапса çапнипе çеç лăпланман, пуканпа та «тăн кĕртнĕ» арăмне. Кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕсене суранлатнă. Арçын хăйĕн вăйне хĕрхенмен. Хĕрарăмăн икĕ аллине те хуçнă.
Çавăнпа та 1949 çулта çуралнă арçынăн саккун умĕнче туллин явап тытма тивĕ.
А.МОРОЗОВ,
Шĕмшеш ял тăрăхĕн участок уполномоченнăйĕ.