21 марта 2012 г.
Екатерина Николаева мĕн пĕчĕкренех ал ĕçне кăмăлланă. Çавна пулах унăн халĕ тĕрлесе-çыхас ăсталăх тарăнланса «пиçсе» пырать.
2007 çулта Элĕкри шкулта вун пĕр класс вĕренсе пĕтерсен Кĕçĕн Тăван хĕрĕ пĕлĕве малалла тăсас тĕллевпе Шупашкарти пĕр техникума вĕренме кĕрет. Унта виçĕ çул вĕренсе ытларах арçын ачасем суйласа илекен пĕр специальноçа алла илет. Кунпа чарăнса тăмасть-ха, Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕве малалла ÿстерме шут тытать. Пĕр вăхăтрах икĕ çĕрте вĕренме çăмăл мар паллах. Çав çавах Катя техникумран хĕрлĕ диплом илсе тухать. Строительствопа хула хуçалăх техникумĕнче тата университетра пĕлĕве тарăнлатнипе пĕрлех хĕр пĕр вăхăт заводра та ĕçленĕ. Мĕнле чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кирлĕ ĕлкĕрсе пыма! Ÿркенмен хĕр сварщик-арматурщик пулса ĕçленĕ. Икĕ уйăх кăна тăрăшнă пулин те, К.Николаевăна халĕ мĕн те пулин хĕртсе юсасси нимĕнле йывăрлăх та кÿмест.
Екатерина Олеговнăна хула пурнăçĕ нимĕнпе те илĕртмен.
– Яла аттепе-аннене пулăшма таврăнтăм. Ĕçлемесĕр ларнипе май килменнине ăнланса Тавăт ял тăрăхĕн администрацине çамрăксемпе тата спорт енĕпе ĕçлекен специалиста вырнаçрăм, – каласа пачĕ хăйĕн çинчен Кĕçĕн Тăван хĕрĕ Катя Николаева.
Çемьере вĕсем виçĕ ача ÿснĕ. Катьăн пиччĕшĕ Алеша салтака кайса килнĕ, çемье çавăрса ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухса кайма та ĕлкĕрнĕ. Аппăшĕ Анжела хулара пурăнать. Логопеда вĕренсе тухнăскер çав специальноçпах ĕçлет. Катюша вара ялта, ашшĕ-амăшĕ тата асламăшĕ çумĕнче. Унăн амăшĕ питĕ ал ĕçĕсемпе аппаланма юратать. Ялта райпо лавккинче сутуçăра ĕçлет. Килĕнче Катьăн юратнă амăшĕ тĕрленĕ салфеткăсем, минтер пичĕсем, çыхнă тутăрсем, кофта-жилетсем питĕ нумай. Çамрăк специалиста та амăшĕн туртăмĕ куçнă. Вăл илемлĕ тутăрсем çекĕлпе эрешлесе çыхать, тĕрлĕ кофта-жилетсем çыхма та алă ларать унăн. Шкулта та, хулара техникумра та, университетра та тăрăшса вĕреннĕскер чунĕпе, кăмăлĕпе йăваш, черчен, ырă, чăн-чăн чăваш хĕрĕ пек.
Акă районти ял ĕçченĕсен уявĕнче хутшăнчĕ. Чăваш кĕпине тăхăнма нихăçан та хирĕç мар вăл. Чуна йăпатакан ĕçĕпе вăхăта усăллă ирттерме яланах хавас. «Пĕр вĕçĕм крючокпа çыхатăп, ĕçрен килсен атте-аннене пулăшасси малти вырăнта», – тет К.Николаева.
Тус-юлташсемпе ялта пулнă май час-часах тĕл пулаймасть пулин те, Интернета кĕрсе кашнинчех çыру çÿретет вĕсем патне.
Халĕ çамрăксемпе ĕçленĕ май питĕ пысăк яваплăх унра. Ял тăрăхĕнчи тĕрлĕрен çемьесемпе, çамрăксемпе тĕл пулма тивет унăн. Çапах та Катя ĕçрен хăрамасть, пур йывăрлăха çĕнтерсе пырса малашлăхра çĕнĕ утăмсем туса пырать. Илемлĕ салфеткăсемпе тутăрсем çыхса ăсталăхне туптать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.