21 марта 2012 г.
Торпкасси хĕрĕ Зоя çамрăклах ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла ÿстерме шутланă. Анчах ăна ял хуçалăх ĕçĕнче хăварас тесе документ памасăр тăнă. Çавна май хĕрĕн ирĕксĕрех сурăх фермине вырнаçма тивнĕ.
– Çăма ятарлă машинăпа касаттăмăр. Ку енĕпе ялсем тăрăх та çÿресе куртăм, – тет Зоя Никитина.
Анчах ферма ĕçĕнче тĕпленме шутламан çамрăк. 1961 çулта Элĕкри халăх судне вырнаçма май килнĕ. Кунта суд ларăвĕн секретарĕнче тăрăшать, машинистка та пулать. Налук агентĕнче те ĕçлесе курать Зоя. Вăр-вар хĕре çавăн чухне асăрханă та Тавăт каччи Афанасий. Туй туса пĕрлешсен çамрăк кин ĕç вырăнне çывăхлатать. Ăна Тавăт ял Совечĕн счетовод-кассирне илнĕ. Çавăнта нумай çул тăрăшнă хыççăн Госстрах агенчĕ пулса та килĕрен çÿренĕ.
Унăн мăшăрĕ, Афанасий, хуçалăхра склад заведующийĕнче нумай çул вăй хунă. Халĕ вара Никитинсем иккĕшех. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ тесе калаймăн та. Анчах икĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, кашниех хăйсен вырăнĕсене тупнă. Вĕсем ашшĕ-амăшне манмаççĕ, пулăшсах тăраççĕ. Ÿркенмен çынна валли килти хуçалăхра та ĕç тупăнсах пырать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ Никитинсем.
Пушă вăхăт тупăнсанах кил хуçи хĕрарăмĕ Зоя Яковлевна ал ĕç тытать. Тĕрĕ тума, эрешлĕ япаласем çыхма ăста вăл. Пÿрт ăшчиккине илемлетме капăр япаласене темиçе те маçтăрланă. Вĕсене вырăн, диван çине хума тĕрленĕ. Чăлха-нускине вара темиçе мăшăр та çыхнă. Кусем ачисем, мăнукĕсем валли ĕнтĕ.
Мăшăрсем тĕп килтен уйрăлса тухса уйра кил-çурт çавăрма та пултарнă.
– Çак пÿрте мăшăрпа иксĕмĕрех çĕклерĕмĕр. Пире никам та пулăшман. Ун чухне кашни пусăм çĕр шутраччĕ. Юрать-ха колхоз сачĕ вырăнне кил вырăнĕ йышăнма ирĕк пачĕç. Çавăнта майĕпен пÿртне, ытти хуралтăсене те хăпартрăмăр, – хыпарларĕ Зоя Яковлевна.
Ÿркенмеççĕ мăшăрсем, çур кунĕсем çитсенех эмел курăкĕсем пухма тытăнаççĕ.
– Хупах, хăлха çакки тымарĕсене типĕтме пуçлатпăр. Хыççăн вĕлтĕрен, шапа хупаххи, чĕре курăкĕ, армути те пуçтаратпăр. Ку енĕпе ĕçлеме ятарласа мотоблок туянтăмăр, – тет ĕç ветеранĕ.
Хаклă чĕртавара пĕрер тонна ытла леçсе панă Никитинсем. Çавăншăн парнене те тивĕçнĕ.
Г.СЕРОВА.