АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçпа тан утать

24 марта 2012 г.

Ват çын ÿркенменнинчен тĕлĕнетĕп. Ураскилтри Октябрьски урамри 8-мĕш çуртра пурăнакан Мария Селиванова пенсионерка пирки ырă сăмахсем калас килет. Вăл 72 çулта пулин те ĕне усрать. Сĕтне Элĕк райпо лавккине парать. Больницăна кайман. Сывлăхĕ çирĕп. Амăшĕ 96 çул пурăнчĕ. М.Селивановăран ывăнтăм тенине илтмен. Ĕнине те, пăрушне те хăйех пăхать. Икĕ анкартипе усă курать. Çынна тара тытса ĕçлеттермест. Курăка çавапах çулать. Çĕр улми лартать. Купăста, хăяр, кишĕр çитĕнтерет. Сăмаха çирĕп калать. Хĕрĕ, Лена, институт пĕтерчĕ. Мария Селиванова 22 çул Чулхула облаçĕнче дояркăра ĕçленĕ. Ураскилт ялне 2000 çулта пурăнма килчĕ.

Л. ФЕДОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика