АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр эрнере икĕ яла çитрĕç

24 марта 2012 г.

Тимĕре хĕрнĕ чухне шаккаççĕ тенĕрен Кĕçĕн Тăван ялĕнчи «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнĕ тăрăшса хатĕрленĕ концертпа юнашар ялсене те çитсе килчĕ. Вырăнти артистсем иртнĕ эрнере Хирлеппуç тата Тени ялĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç. Сергей Андреевпа Константин Гаврилов водительсем пулăшнипе ялсене çÿрес чăрмав пулмарĕ.

Куракансем аслисем (ертÿçи – Н.Иванова) тата ачасен (ертÿçи – К.Платонова) ытарайми ташшисене чун-чĕререн йышăнчĕç. Пĕрремĕш класри Алиса Григорьева «Пукане» юрра ăста шăрантарчĕ. С.Петрова, Д.Андреева, Н.Платонова тата пĕрремĕш класри Даниил Владимиров лартнă шÿтсем курма пынисене хавхалану кĕртрĕç.

В.Гладков баянист ăсталăхпа палăрчĕ. Пĕчченшер юрланă юрăсем те килĕшрĕç.

Виктор МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика