АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кредитпа техника туянаççĕ

28 марта 2012 г.

Харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пыракансем çăмăллăхлă кредитпа ытларах та ытларах усă кураççĕ. Ку енĕпе ял çыннине «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ самай пысăк пулăшу парать. Унпа усă курса чылайăшĕ çăмăллăх кредичĕсене йĕркелеççĕ. Акă кăçалхи икĕ уйăхра кăна Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи кил хуçисем 1 миллион та 125 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çак шутран 3 кредичĕ Раççей Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ урлă – 375 пин тенкĕ. Тепĕр виçĕ кредичĕ – Раççей ял хуçалăх банкĕнчен (750 пин тенкĕ).

Ыттисем пекех, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем те кредит укçипе пĕчĕк техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетеççĕ тата çĕннисене çĕклеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика