28 марта 2012 г.
Çемьере килĕшÿ те çураçу, пĕрне-пĕри ăнланни, хиселени тата пулăшни хуçаланать пулсан – эпир телейлĕ. Çакна яланах асра тытаççĕ Кивкас Юнтапари Светлана Васильевнăпа Анатолий Степанович Степановсем. Ашшĕпе амăшĕ чунран тăрăшнăранах вĕсен ывăлĕ Игорь, хĕрĕсем Людмилăпа Любовь пирвайхи утăмсем тăваççĕ, тĕнче кураççĕ, пурнăç урокĕсене илеççĕ. Халĕ ĕнтĕ ачисем хăйсем çемьеллĕ. Ывăлĕ Игорь мăшăрĕпе Людмилăпа тата виçĕ чипер хĕрĕпе ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнаççĕ.
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Анатолий Степанович 65 çул тултарчĕ, çак уйăхрах Светлана Васильевнăн 55 çулхи юбилейне те паллă турĕç. Упăшки мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван «Слава» хуçалăхра механикра тăрăшрĕ. Унăн мăшăрĕ Светлана хăйĕн профессине чăннипех парăннă çын тесе калама пулать. 1971 çулта Шупашкарти культура училищинчен вĕренсе тухать те вăл Элĕкри культура çурчĕн директорĕнче ĕçлеме тытăнать. Тепĕр виçĕ çултан ăна Юнтапари культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине куçараççĕ. Кĕçех Светлана Васильевнăна çак ялти культура çурчĕн директорĕ пулма шанаççĕ. Ку вырăнта вăл пенсие тухичченех вăй хурать.
Г.ГЕННАДЬЕВ.