АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни ăс-хакăла пуянлатать

28 марта 2012 г.

Питĕшкассинчи вăтам шкул коллективне 2004 çултанпа Лиана Петровна Николаева ертсе пырать. 20 вĕрентекенрен тăракан ушкăн 150 ачана пĕлÿ тĕнчине çавăтса утать. В.Н.Сергеева, Н.М.Макарова, Г.В.Никандрова вĕрентекенсем уйрăмах пысăк ăсталăх пухнă. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Елена Федоровна палăртнă тăрăх юлашки пилĕк çулта Питĕшкасси шкулне 5 çамрăк педагог ĕçлеме килнĕ.Пурлăхпа техника базине пуянлатасси çине питĕшкассисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Икĕ информатика пÿлĕмĕнче çĕнĕ йышши 35 компьютер вырнаçтарнă. Иртнĕ çул кăна 9 ноутбук туяннă. Пурте Интернетпа çыхăннă. Кашни вĕрентекен кулленхи ĕçре компьютер технологийĕпе усă курать.

– Пĕрремĕш класра та моноблоксемпе усă курса вĕрентĕве йĕркелерĕмĕр. Мультимеди проекторĕсемпе вĕрентÿ процесне ирттерни те ĕç кăтартăвĕсен пахалăхне ÿстерет. Çакă çулран çул пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем лайăхланса пынине уçăмлă кăтартать, – ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ директор çумĕ.

Килтен тухса çÿреймен, сывлăх енчен хавшак ачасене вĕрентесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ Питĕшкасси шкулĕнче. Константин Еремеев патне унччен киле тухса çÿренĕ. Иртнĕ çул арçын ача 9 класс пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Анастасия Никандровапа вара куллен Интернет-скайппа уроксем ирттереççĕ. Çакă хĕрачана ыттисемпе пĕр тан туйма май парать.

– Кăçалхи вун пĕрмĕшсем уйрăмах тăрăшуллă. Спортра та çитĕнÿ тăвакансене палăртмасăр иртме çук. Кусем Р.Николаев, А.Филимонов (8 кл.), С.Данилов, Г.Давыдов (10 кл.), К.Макарова, М.Никандрова, Н.Еремеева, Н.Данилов шкулăн чысне хÿтĕлеççĕ.

– Ачасен аталанăвĕ çине шкулта ĕçлекен кружоксемпе секцисем пысăк витĕм кÿреççĕ, ăс-хакăла пуянлатаççĕ. Ытти çĕрти пекех шкул ачисене ятарлă автобуспа турттаратпăр, 80 ачана тĕрлĕ ялсенчен илсе килетпĕр, – терĕ пысăк опытлă педагог Е.Ф.Лукина.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика