28 марта 2012 г.
Шупашкарти Чăваш наци библиотекин ларусем ирттермелли пысăк залĕнче иртнĕ эрнекун республикăри краеведсен 10-мĕш съезчĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне вырăнти историк-краеведсем, педагогсем, журналист-писательсем тата Ульяновск, Самара, Пенза облаçĕсенчи, çавăн пекех Атăлпа Урал тăрăхĕсенчи Пушкăртпа Тутар тата Мари республикисенчи чăвашсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.
Съезда краеведсен союзĕн председателĕ Виталий Петрович Никитин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Таврапĕлÿ ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçленĕ тата ку енĕпе палăрмалла ÿсĕмсем тунă юлташсене вăл чĕререн тав турĕ, асăнмалăх медальсем çакса ячĕ. Асăннă союза 20 çултан кая мар ертсе пынăскер юлашкинчен хăйне ĕçрен хăтарма ыйтрĕ, çĕнĕ председатель пулма Самара тăрăхĕнчи Дмитрий Кузьмина сĕнчĕ.
«Туслă коллективран уйрăлмастăп-ха, анчах ăна ертсе пырас ĕçре хăлха хупланни те пысăк чăрмав кÿрет», – терĕ 72-ри хисеплĕ халăх академикĕ.
Тĕпчев ĕçĕсемпе чунтанах хавхаланакансен йышĕнче Александр Ананьев (Татмăш), Иван Антонов (Кĕçĕн Тăван), Владимир Егоров (Шураç), Владимир Михайлов (Ярушка), Геннадий Михайлов (Павлушкăнь), Геннадий Савельев (Мăн Ямаш), Алексей Сорокин (Элĕк), Алина Сосаева (Витеçуч), Зоя Леонтьева (Вырăс Сурăм) тата ыттисем те пулчĕç: съезд ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç, пĕр-пĕринпе курса калаçрĕç. Çавăн пекех краеведсен çĕнĕ кĕнекисемпе паллашрĕç.
Геннадий САВЕЛЬЕВ.