31 марта 2012 г.
– Ирех ăçта кайма тухрăр; – ыйту патăм Вутлан ялĕнчи Нина Трофимовăна.
– Çĕр улми суйлама, – пĕлтерчĕ вăл.
Н.Трофимова пенси çулĕсенче те ĕçлес хастарлăха чакарманни хавхалантарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Вăл килте ĕне тытать, ытти ĕçсемпе те аппаланать. Хĕр арăм кил-çурта çĕнетсе çитернĕ – йăлтах кирпĕчрен купаласа тунă. Мунчине те çĕнĕрен çĕклесе лартма вăй-хал çитерчĕ. Пĕлтĕр Рая ятлă хĕрне качча пачĕ.
Нина Трофимова çăмăллăн çÿрет, лара-тăра пĕлмест. Халь ăна патшалăх уйăхсерен укçа парса тăрать: кан, телевизор умĕнче вăхăта ирттер. Çук вĕт, вăл вара вырăнти фермер патне ĕçлеме кайма та ÿркенмест. Мĕнех каласси пур, канлĕхе хăнăхман.
А.ГОРШКОВ.