31 марта 2012 г.
Çак кунсенче республикăра ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Унта АПКра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, пенсире те вăй хуракансем кĕрĕç.
Вăл ытти обществăлла организацисемпе, хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлĕ. Пухăннисем çĕнĕ пĕрлешÿ ертÿçине В.Шадрикова суйланă.
Пĕрлешĕве Элĕк районĕнчен Вăрманкас ялĕнчи Николай Сергеева илнĕ.
К.ПЕРОВ.