АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине манманни – ĕмĕрсен пуянлăхĕ

31 марта 2012 г.

Пурнăçра пĕрре кăна мар асăрханă: пĕр-пĕр ĕçĕн тĕп хаклавçи вăл вăхăт. Историе манманни, хăв тăрăхра пурăннă çынсем çинчен тĕплĕн пĕлни – чăн телей. Ехремкассинчи тĕслĕх библиотека çумĕнче истори пÿлĕмĕ туса хуни çамрăк ăрăва каласа-пĕлтерсе тăмалли ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ утăмĕ тесен те йăнăш пулас çук.Ехремкасси культура çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче ĕлĕкхи япаласем вырăн тупнă. Музей тесе калаймастăн-ха ăна хальлĕхе, мĕншĕн тесен экспонатсем те çителĕклех мар, пÿлĕмĕ те пĕчĕкрех. Сĕтелсем çинче алтăрпа сăра куркисем, хултăрчă, ăса тата ытти ĕлĕкхи вăхăтра кил таврашĕнче усă курнă ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă. Альбомсем те пур. Акă Ехремкассинче пурăннă Александр Орлова халалланă альбома уçса пăхма чăннипех те интереслĕ.

Вăл вăрçă участникĕ, çапăçура икĕ хутчен аманнă, наградăсене тивĕçнĕ. Александр Михайлович 1945 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан тĕрлĕ ответлă ĕçсенче ĕçленĕ: «Правда» хуçалăха та пĕр вăхăт ертсе пынă. Альбомра унăн аса илĕвĕсем, ал çырăвĕсем. Сăн ÿкерчĕксене те çыпăçтарнă.

Тепĕр альбом Куракăшри Евдокия Яхваровăна халалланăскер. МТСра пĕрремĕш трактористка пулнă. Арçынсемпе тан йывăр ĕçсене пурнăçланă. Трактористсен бригадине те ертсе пынă. Евдокия Павловна 91 çула çитиччен пурăннă. Альбома уçсан унăн биографийĕпе тĕплĕн паллашма май пур, ĕç-хĕлĕ çинчен те анлăн çырса кăтартнă.

Пÿлĕмре «Правда» колхоз историне те пĕлме пулать. 1956 çулта кун çути курнă «Çитĕнÿ çулĕпе» кĕнеке ку хуçалăх ĕç опычĕпе тĕплĕн паллаштарать. Çавăн пекех Ехремкасси шкулĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан альбомсем те туллиех.

– Иртнĕ вăхăт асра пулмалла, çамрăк ăрăвăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăха та, мирлĕ пурнăçри ял çыннисен хастарлăхне те манма юрамасть. Ку пÿлĕмре вырăн тупнă япаласем пирĕн истори те, ĕмĕрсен пуянлăхĕ те, – терĕ Елена Семенова библиотекарь.

Темиçе çынран ятарлă канаш туса хунă. Тĕллевĕ: ватăсемпе курнăçса вĕсем çинчен пĕлесси; экспонатсем тупасси; пÿлĕме илемлетесси. «Правда» колхоз председателĕнче чылай çул ĕçленĕ Н.Семенов музея виçĕ уйрăмран тăвас тĕллев пуррине пĕлтерчĕ. Унта революци умĕнхи пурнăçа, вăрçă вăхăтне, хальхи самана таппине сăнласа парасшăн. Вырăнти культура çуртĕнчех вырăн тупма май пур, анчах ĕмĕт-тĕллеве пурнăçламашкăн укçа-тенки кирлĕ тата пĕр шухăшлисемпе пĕрле пулса музея май кирлĕ таран пуянлатмалла. Культура учрежденинче тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ вăхăтра кĕччĕр, курччĕр çынсем, историе аса илччĕр. Çамрăксемшĕн иртнине пĕлни уйрăмах интереслĕ пулĕ. Аслă çулсенчисем вара çамрăк чухнехи патне таврăнччĕр.

– Эпĕ «Правда» колхоза ертсе пынă вăхăтра кантурăн пĕр пÿлĕмĕнче музей тăвас шухăш çуралнăччĕ. Пуçламăш утăмсем турăмăр, анчах та ертÿçĕ ĕçĕнчен уйрăлсан ман хыççăнхисем иртнине упраса хăварассипе тимлĕх кăтартмарĕç. Юрать-ха шкулта ĕçлекенсем ÿркенмерĕç, экспонатсем тупрĕç, тĕрлĕ материалсем хатĕрлерĕç. Кунти япаласенчен ытларахăшĕ шкул пулнă çуртран илсе килнĕскерсем, – пĕлтерчĕ музей ĕçĕ-хĕлĕшĕн яваплă Н.Семенов.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче ал ĕçĕпе аппаланакансем те пур. Вĕсен ĕçĕсене мĕншĕн халăх умне кăлармалла мар; «Акă унччен ял совечĕ пулнă çуртра ал ăстисен ĕçĕсем валли вырăн уйăрсан питех те аванччĕ», – терĕç пирĕнпе калаçнă çынсем. Халăх пултарулăх çурчĕ туса хуни ку тăрăхри ăста çынсене пĕр çĕре пуçтарăнма май парĕччĕ. Вĕсен ĕçĕсемпе кирек кам та паллашма пултарĕччĕ.

Шухăшсем чăннипех те ырă. Ÿркенмесен, пуçăннă ĕçе малалла туса пырсан пуласлăх çути сÿнмĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика