АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр команда тупăшнă

04 апреля 2012 г.

Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта кунта физкультурăна вĕрентнĕ, асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Сергей Алексеева асăнса волейболистсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Турнира пĕтĕмпе 8 команда хутшăннă: икĕ ушкăн туса хунă. Ветерансен ушкăнĕнче «Ветеран» команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта «Профсоюз», виççĕмĕшĕнче – «Однокурсники» команда. Çамрăксенчен пĕрремĕш вырăна Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн команди йышăннă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – райпопа Чăваш Сурăм шкулĕн командисем.

Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă. С.Алексеева асăнса волейболистсен ăмăртăвне çитес çул та ирттерме килĕшсе татăлнă.

П.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика