АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке – пирĕн тус

04 апреля 2012 г.

Çулсеренех, пуш уйăхĕн вĕçĕнче, пирĕн çĕршывра ача-пăча кĕнекин эрни пуçланать.

Элĕкри ача-пăча библиотеки те эрнелĕхе активлă хутшăнать. Эрнен малтанхи кунĕнче «В волшебном мире книг» ятпа кĕнеке куравĕ уçăлчĕ. Унти тĕрлĕ енлĕ литературăпа ачасене С.Потапова библиотекарь паллаштарчĕ. Кашни кĕнеке хăйне май питĕ интереслĕ пулнине, тарăн шухăшлине, вĕсене вуласан ачан тавра-курăмĕ аталаннине пĕлтерчĕ.

Эрнен пĕр кунĕ Корней Чуковский çыравçă 130 çул тултарнине халалласа «Сказки дедушки Корнея» ятпа иртрĕ. Вăл кун ачасем малтанах писатель ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пурнăçĕпе паллашрĕç. Тепĕр хутчен вăл çырнă кĕнекесене, юмахсене аса илчĕç. Хыççăн вара викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Конкурсра 6 «а» класра вĕренекен Антон Васильев тата 3 «б» класра вĕренекен Софья Бойницына çĕнтерчĕç.

Эрнен тепĕр кунĕнче ачасем Г.Х.Андерсен юмахçă пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Унăн кĕнекисем тăрăх хатĕрленĕ «По страницам любимых сказок» ятпа вăйă-çулçÿревре пулчĕç. Викторина ыйтăвĕсем çине 3 «б» класра вĕренекен Валерий Шлябин ăста хуравларĕ.

Кĕнеке уявне хупнă кун «Читатель года-2011» конкурса хутшăннă ачасене палăртса хăвартăмăр. Пуринчен те нумай вулаканни – 4 «б» класра вĕренекен Настя Дубинина. Вĕсене пурне те ача-пăча библиотекин ертÿçи Г.Н.Миронова дипломсем парса чысларĕ. Малашне те яланах кĕнекепе туслă пулма, ăна юратма сĕнчĕ.

С.ПОТАПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика