04 апреля 2012 г.
Кĕçĕн Тăван ялĕнчи «Тăванлăх» ансамбль пирки районта нумайăшĕ пĕлеççĕ. Çак пултарулăх ушкăнĕ кăçал кăна çуралнă пулин те, хăйĕн пирки таврара хисеплĕ те ырă ята тивĕçме ĕлкĕрчĕ.
Ĕлĕкех çакăн пек ушкăнсем кашни ялтах пулнă. Улахра ларнăçем тĕрлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарнă, концертсем те йĕркеленĕ. Паянхи кун вара ял çыннисем ытларах килте лараççĕ. Пĕр-пĕр ялта ансамбль йĕркеленни тата ытти ялсене концертсемпе çитни ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çавăнпа та нумаях пулмасть «Тăванлăх» ушкăна йĕркелекенсемпе – С. Платоновăпа тата В.Силивестровăпа курнăçса калаçма май тупăнчĕ.
– Светлана Владимировна, сире Кĕçĕн Тăванти культура çурчĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннăранпа вăхăт нумай иртмерĕ пулас.
– Çапла, эпĕ пĕлтĕр кăна кунта ĕçе вырнаçрăм. Чи малтанах шиклентеретчĕ. Кайран пĕчĕккĕн хăнăхрăм. Мана ку çăмăл мар ĕçре пулăшакансем те тупăнчĕç. Библиотека заведующийĕпе пĕрле кашни мероприятиех тĕплĕн хатĕрленме пуçларăмăр. Паллах, йывăр самантсем те пулман мар. Ял çыннисене культура енне туртăнтарма çăмăлах килмерĕ. Çавах та пĕр шухăшлисем тупăннăран пĕчĕккĕн хамăр вăйпах уявсем ирттереттĕмĕр. Концертсене хутшăнакансем пурччĕ-ха, анчах та вĕсен шучĕ питĕ пĕчĕкчĕ.
– Валентина Владимировна, эсир библиотека заведующийĕнче çирĕм пиллĕк çул майлă ĕçлетĕр. Сирĕн опыт пысăк. «Тăванлăх» ансамбле мĕнле йĕркелерĕр;
– Кирек хăш йывăрлăха та, чăрмавлă лару-тăрăва та вăхăтра çĕнтерме тăрăшатпăр. Пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен çитĕнÿсем те тума пулать. «Тăванлăх» ансамбль ăнсăртран тенĕ пек йĕркеленчĕ. Черетлĕ уявпа концерта пухăннă хыççăн кунта хутшăнакансем питĕ кăмăллă пулни сисĕнчĕ. Вĕсем хавасланса, пур кăмăлтан, чунтан хатĕрленни курăнчĕ. Пурте ытти мероприятисене хутшăнма килĕшрĕç. Çавна май «Тăванлăх» ансамбль те йĕркеленсе кайрĕ.
– Çак ушкăна ытларах хăш çулхисем çÿреççĕ;
– Ансамбльте тĕрлĕ çулхисем хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Çамрăксем те, вăтам çулсенчисем те, аслăраххисем те пур. Кашни концертрах шкул ачисем те питĕ активлă. Çĕнĕрен те çĕнĕ ташăсем вĕренеççĕ, халăх умне кăлараççĕ. «Тăванлăх» ушкăнри Надежда Иванова ертсе пыракан вĕрентнипе ташăсем те нумайланса пыраççĕ.
Куракансем сцена çинчи артистсене яланах ăшшăн йышăнни хамăра та хавхалантарать.
– Эсир ансамбле йĕркелекенĕсем пулнă май çакна та палăртса хăварăр-ха: ялти арçынсем концертсене хутшăнаççĕ-и; Нумайăшĕ ют çĕре ĕçлеме çÿрет вĕт.
– Ку тĕрĕсех. Кĕçĕн Тăван ялĕнче ĕçсĕр ларакан арçынсем нумаях мар. Мускав тăрăхне ĕçлеме çÿреççĕ пулин те культура ĕçне хутшăнакансем те пур. Çакă пирĕншĕн пысăк пулăшу вырăннех. Унсăр пуçне ансамбле хутшăнакан хĕрарăмсем тĕрлĕ шÿтсем лартма ăста. Пĕр концерт та кулăшла сценкăсăр иртмест. Арçын рольне те ăста калăплаççĕ.
– Юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр;
– Çак ансамбле хутшăнакансене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те халăха тĕрлĕрен концертсемпе савăнтарасчĕ. В.Гладков баянист пулăшнипе çĕнĕ юрăсем шăранма ан пăрахчăр.
А.КИРИЛЛИНА.