АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура-шурне сахал мар курнă

07 апреля 2012 г.

Мĕнлерех чăтăмлă та çирĕп пулнă пирĕн ват асаннесемпе асаттесем. Çакна хальхи вăхăтри çамрăк ăру ăнланма та пултараймĕ. Выçăллă-тутăллă вăхăтсене, çĕтĕк-çатăк тум-тир тăхăнкаласа пурăннине халĕ, паллах, кам пĕлĕ-ши; Вăрçă çулĕсенче ашшĕсĕр ÿснĕ ача-пăча мĕн чухлĕ йывăрлăх курман пулĕ.

Акă 1921 çулта çуралнă Ксения Степановна Андреева хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурне мĕн чухлĕ курнă-ши; Уйкасра пурăнаканскер ĕмĕрĕпех тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Нумай çул сутуçăра ĕçленĕ. 91 çулхи Ксения Степановнăн ĕç стажĕ, тĕрĕссипе каласан, сакăр вунă çулпа та танлашĕ. Мĕншĕн тесен, ача-пăча чухнех аслисемпе тан кашни ĕçе «тутанса» курнă. Вĕсемпе тан ĕçлеме тивнĕ унăн. Чăваш Сурăм ялĕнче ултă ачаллă çемьере ÿснĕ вăл. Темиçе ачаллă çемьене килĕнчен кăларса яни унăн халĕ те асрах. Ксения Степановнăн çемйине те хуйхă пырса тивет. Унăн ашшĕне ачисен куçĕ умĕнчех персе пăрахнă. Амăшĕн вара ултă ачипе хăйĕн тăван килне кĕрсе пурăнма ирĕк те пулман. Çав вăхăтрах сăпкари ачи те çитĕннĕ. Ксения тата ытти ачисем хăйсен пĕчĕк мунчинче пурăнаççĕ. Ксения Степановна вăрçă çулĕсенче страхлакан агентра ĕçленĕ. Унта ултă çул тăрăшнă. Вăрçă хыççăн Уйкаса качча килнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ умлă-хыçлах пиллĕк ачана кун çути парнеленĕ. Икĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ халĕ пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă.

А.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика