07 апреля 2012 г.
Куç хăрать те, ал тăвать тенĕ ваттисен сăмахĕ пурнăçра кашниншĕн пысăк вырăн йышăнать. Акă Мăн Шĕвĕшре пурăнакан Ирина Миронова пĕр ĕçрен те хăрамасть. Пур ĕçе те вĕçне çитерет, тулли кăмăлпа пурнăçлать.
Чăваш Сурăмĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине, технологи тата тĕнчери художество культури предмечĕсене вĕрентекен Ирина Ивановнăна пултаруллă, ăста, ĕçчен те ырă кăмăллă пулнăран хисеплеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем районта иртекен олимпиадăсене час-часах хутшăнса палăрма тăрăшаççĕ.
И.Миронова Мăн Шĕвĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Муркаш районĕнчи Тивĕш шкулне вĕренме куçнă. Ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕскер шкул саккинчен ансан Шупашкарти педагогика институтне çул тытнă.
– Вĕрентекен профессине суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ачасене вĕрентме мана питĕ килĕшет. Пĕчĕк чухне учительсене пăхса ăмсанаттăм. Çывăх тăвансенчен те вĕрентекенре ĕçлекенсем пулнă. Вĕсем çине пăхсан питĕ ачасене вĕрентес килетчĕ, – савăк кăмăлпа пуплерĕ 1996 çултанпа педагогика ĕçĕнче тăрăшакан Ирина Ивановна.
Унăн мăшăрĕ шалти ĕçсен пайĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче вăй хурать. Мироновсен икĕ ача ÿсет. Хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ вĕсем. Максим ывăлĕ районти конкурссене хутшăнать. Пĕлтĕр çеç «Космос» темăпа кроссворд туса районта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ирина Ивановнăна ал ĕç ăсти пулнă май технологи предметне ертсе пымашкăн сĕннĕ. Хаваспах килĕшнĕ тĕрĕ маçтăрĕ. Анчах та ачасем ытларах тĕнчери художество культурине юратни сисĕнет. 5-6-мĕш классенче вĕренекенсен çеç ĕç патне туртăм ытларах. Вĕсемпе вара ĕçлеме те интереслĕрех пулса пырать.
И.Миронована ăсталăх асламăшĕнчен, амăшĕнчен куçнă. Ĕлĕкех вĕсем питĕ нумай тĕрленĕ, çыхнă. Çавăн пекех Ирина та вĕсенчен вĕренсе пынă. Шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех сисĕннĕ ку ăсталăх. Çыхнипе тĕрленисĕр пуçне çамрăк педагог çăматăсене те хитрен эрешлеме пултарать. Çекĕлпе çыхма та ÿркенмест. Вĕтĕ шăрçаран темĕн те пĕр хатĕрлет. Çак ăсталăха вара вăл вĕренекенсене та алла хăнăхтарать.
Сăн ÿкерессипе те палăрать Ирина Ивановна. Уйрăмах çут çанталăка, чĕр чунсене сăнарласа фото тăвать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.