11 апреля 2012 г.
Ураскилтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне кĕрсен кăмăл çĕкленет. Тÿрех тасалăх, тирпейлĕх тыткăнлать.
Римма Александровна Малинова тухтăр сывлăх хуралĕнче чылайранпа вăй хурать. Унăн сăпайлăхĕпе çаврăнăçулăхĕ кашнинех килĕшет. Чирлисене офисра чылай вăхăт кĕттерес йăла çук унăн. Сывлăха çийĕнчех тишкерет те Роза Григорьева медсестрана кирлĕ кăтартусем парать. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунипе кашнин ыйтăвне тивĕçтереççĕ те.
Офисра сиплев процедурине нумай тĕрлĕ пурнăçлаççĕ. Римма Александровна ертсе пыракан йыш – Роза Григорьева, Валентина Пузырникова, Светлана Васильева, Маргарита Герасимова сывлăх ĕçченĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Л.ФЕДОРОВ.