АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем кÿршĕсене савăнтарнă

11 апреля 2012 г.

Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи ветерансен халăх хорĕ канăçа çухатнă тейĕн – яланах çул çинче вĕсем. Хальхинче «Ветеран» хор хамăрпа кÿршĕллĕ Красноармейски салинче пулнă, лайăх концерт кăтартнă. Куракансене «Ай-хай, тăвансем», «Уявра» сюитăсем питĕ килĕшнĕ. Хут купăссемпе кĕслесен сасси-кĕвви янăраса кайсан залра ларакансенчен чылайăшĕ чăтайман – тапăртатса ташша тухнă. Концерт курма пынисем Зоя Лукишова, Зоя Данилова, Валентина Корнилова юрланă юрăсене алă çупса йышăннă.

Красноармейски район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л.Киселев тата ку районти ветерансен канашĕн председателĕ Г.Ефимов элĕксене лайăх концертшăн чĕререн тав тунă, Нестер Янкас ячĕллĕ культăрупа искусство, литература пĕрлĕхĕн парнисене панă.

Г.ТЕРЕНТЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика