АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем тĕрлĕрен

11 апреля 2012 г.

Кăçалхи 3 уйăхра районти мĕнпур йышши хуçалăхсем 939,2 тонна аш-какай (пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчипе танлаштарсан 83,7 процент) туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе илсен, вĕсенче 93,2 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи 3 уйăхрипе шутласан 68,6 процент), 779,9 тонна сĕт (77,4 процент) туса илме пултарнă.

Кашни ĕне вăтамран 924 килограмм сĕт антарнă. Ку кăтартупа Ульянов ячĕллĕ хуçалăх малта пырать, аш-какай чи нумай туса илекенсем – «Алмаз», «Авангард», «Звезда» хуçалăхсем.

Районĕпе мăйракаллă шултра выльăх 10728 пуç шутланать (ку вăл – ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне). Çак шутран 5672-шĕ – ĕне выльăхсем (вĕсенчен 847-шĕ – ял хуçалăх предприятийĕсен). Сыснасем – 2141 пуç, (ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1047 ). Сурăхсен йышĕ – 9840 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсем – 555 пуç.

Районти хуçалăхсенче ĕне выльăхсем кашни талăкра вăтамран 645 грамм, сыснасем 592 грамм ÿт хушнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе самăртассипе чи лайăх кăтартусем – Ульянов ячĕллĕ, «Новый путь», «Витязь», «Авангард» хуçалăхсен.

А.ПРОХОРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика