АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр виçене çăмăллăн парăнтарать

11 апреля 2012 г.

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕнче Владимир Михайлович Рожкова пĕрре мар асăрханă. Çан-çурăм енчен сарлака, çирĕп, вăтам çулсенчи арçын йывăр атлетика залĕнче ялан тренажерсем çинче тĕрлĕ хăнăхтарусене пурнăçлать. Ку хутĕнче те эпĕ ăна черетлĕ тренировкăра куртăм.

– Спортпа çын хистенипе туслашмарăм, ун патне чун туртрĕ, – калаçу пуçламăшĕнченех палăртрĕ вăтам çулсенчи арçын.

В.М.Рожков пĕлтернĕ тăрăх спорт енне шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăртах çул хывнă. Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче çуралнăскер вăтам классенчех кĕрешессипе, кире пуканĕсем йăтассипе кăсăкланма пуçланă. Шкулта тата районта иртекен хăш-пĕр мероприятисенче çитĕнÿсем тума пуçланă. Вăл çарта та физкультурăран уйрăлмасть. Отделени командирĕ пулнă май тантăшĕсене спорта ытларах туртăнтарас тĕллевпе тĕрлĕ тренировкăсем йĕркелет. Хăвăрт чупассипе, инçĕшне сикессипе, çĕр çине выртса кĕлеткене йăтассипе Владимир Рожковран çарта иртекенни пулман.

Служба вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн çăмăллăнах милици шкулне вĕренме кĕрет.

– Алла диплом илсен Элĕк тăрăхне участковăйне çирĕплетрĕç. Ĕçе пуçăнсанах Валерий Сергеевпа паллашрăм. Пĕр хĕл ăсатăвĕнче штанга йăтассипе ăмăртăва хутшăнтăм, унта çĕнтертĕм, – терĕ шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕ.

Патмар та тĕреклĕ çамрăка Валерий Николевич путвалти тренажер залне тренировкăна çÿреме сĕнет. Килĕшет çамрăк. Кĕçех вăл Сĕнтĕрвăрринче иртекен ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Право тытăмĕнче ĕçленĕ май йĕркелĕх хуралçисен хушшинчи ăмăртусенче те палăрать.

– Ăмăртусенче хамăн вăй-хала тĕрĕсленĕ. Халĕ те ĕçрен пушансан яланах спорт комплексне çитсе килме тăрăшатăп, – тăсать калаçăвне участок уполномоченнăйĕнчен шалти ĕçсен пайĕн начальникне çити ÿснĕскер.

Кунсерен вăтамран 2 сехете яхăн çан-çурăма çирĕплетмелли хăнăхтарусене пурнăçлать. Çу кунĕсенче 3-4 çухрăм çуран утнă хыççăн кире пуканĕсене йăтать, бокс залĕнче пиçĕхет. Кил хуçи арçынĕ ирсерен куллен зарядка тăвать. Çак йĕркене мăшăрне те, Артемпа Таня ачисене те хăнăхтарнă.

Ашшĕн спорт енне туртăм пурри Артем ывăлне те куçнă. Халĕ Мускавра пĕр вĕренÿ заведенийĕнче аслă пĕлÿ илекенскер бокспа, штанга йăтассипе, çăмăл атлетикăпа интересленет.

– Спорт ĕçре пулăшнă-и;

– Паллах. Вăл вăхăтра çамрăксем час-часах ушкăнăн-ушкăнăн çапăçатчĕç. Хирĕçĕве лăплантарма тиветчĕ. Эпĕ спортзала çÿренине пĕлекен яш-кĕрĕм мана яланах хисеплетчĕ, тавлашăва кĕместчĕ, – сăмахне тăсать В.М.Рожков.

Çамрăксем спортпа туслашманни пăшăрхантарать ăна.

– Çара юрăхлă пулас тесен сывлăхлă пулмалла. Кĕлеткене кулленхи тренировкăсенче кăна пиçĕхтерме пулать, – пĕлтерет Владимир Рожков.

Ĕçрен пушă вăхăтра вăл илемлĕ литература вулама юратнине асăнчĕ. Ытларах историллĕ кĕнекесене шĕкĕлчет.

Эльвира

КУЗЬМИНА.

Ю.КОРНИЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика