14 апреля 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Кĕçĕн Тăван ялĕнчи «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнĕ Çирĕккасси ялĕнче пысăк концерт кăтартрĕ. Икĕ сехет хушшинче мĕнле кăна юрă-ташăпа, шÿтсемпе савăнтармарĕç-ши ялти артистсем. Аслăрах çулхисем хушшинче шкул ачисем те хăйсен ташшисемпе концерта илем кÿчĕç. Ушкăнри пĕртен-пĕр арçын, Михаил Михайлов та хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ кунти халăха.
Унччен кăшт маларах кăна-ха «Тăванлăх» ушкăн ял халăхĕ умне «Кулăш кунĕ ячĕпе» çĕнĕ концерт программипе тухнăччĕ. Шÿтлĕ юрăсем, кулăшла сценкăсемпе ташăсем ытларах пулчĕç. Çĕнĕ программăпа паллаштарчĕç те ĕнтĕ кĕçĕнтăвансем çирĕккассисене. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче çак кулăш питех те вырăнлă пулчĕ.
В.МИХАЙЛОВ.