14 апреля 2012 г.
Çамрăк шахматистсем Хĕрлĕ Чутайра «Сăр тăрăхĕ – шахмăт çăтмахĕ» регионсем хушшинче иртекен 6-мĕш шахмăт фестивальне хутшăнчĕç. Унта 10 команда пулчĕ. 1-3-мĕш класра вĕренекенсенчен Милош Николаев (Чăваш Сурăм) виççĕмĕш вырăна тухрĕ, 4-5-мĕш класри хĕр ачасем хушшинче Анна Степанова 2-мĕш вырăн, Яна Никифорова – 4-мĕш вырăн йышăнчĕç. 7-8-мĕш класра вĕренекенсенчен Света Иванова (Йăлкăш) чи маттурри пулни палăрчĕ, турнирăн абсолютнăй чемпионĕ пулса тăчĕ. Нина Порфирьева (Кивуй) тантăшĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăна, Эмилия Павлова (Йăлкăш) – тăваттăмĕш вырăна йышăнчĕç. Çак çулхи арçын ачасенчен Станислав Филиппова çитекенни пулмарĕ. Вăлах арçын ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Унăн пиччĕшĕ Вячеслав Филиппов 52 шахмăтçă хушшинче абсолютнăй чемпион пулса тăчĕ. 10-11-мĕш класри хĕрсем хушшинче Настя Степанова (Тимĕрçкасси) тăваттăмĕш пулчĕ.
Çапла вара командăсем хушшинче элĕксем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
З.ФЕДОРОВ,
тренер-преподаватель.