14 апреля 2012 г.
Мăн Кăканара такăр та пĕр тикĕс çул илсе çитерчĕ. Çуллахи вăхăтра та, хĕлле те ял хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Ял пуçĕнчех вырнаçнă колхоз сачĕ тĕрлĕ улма йывăççисемпе пуянран куç тĕлне пулмасăр аякка юлмарĕ. Çуркуннепе кĕркунне сад чечеке ларса, пылак улмасемпе савăнтарса тăрать ял çыннисене. Хĕлле те хăй илемне çухатмасть-ха Мăн Кăканар. Ял варринче икĕ пĕчĕк пĕве вырнаçнă. Ăна тасатса тирпейлесе тăрассине йĕркеленĕ ял çыннисем.Кунта та хусахсен шучĕ нумай пулни сисĕнчĕ. Ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекнĕскерсем ир-ирех ял лавкки алăкне уçма васкаççĕ.
Ку ялта пушă ларакан пÿртсем ытлах курăнмаççĕ. Вĕсем пачах çук тесен те тĕрĕс пулать. Кăканар урамĕ илемлĕ те пысăк çуртсемпе пуян. Кашни харпăр хăй хуçалăхра ĕçлесех, выльăх-чĕрлĕх тытса е ют çĕре ĕçлеме тухса кайса тупăш туса кил-хуçалăха аталантарма тăрăшаççĕ. Нумайăшĕ ялта ĕçлеме килĕшмест. Ĕç вырăнĕсем ферма таврашĕнче пур пулсан та. Карачура тăрăхĕнче виçĕ ферма вырнаçнă – сысна, пăру тата ĕне усраççĕ вĕсенче. Пурĕ те вунă çын кăна ĕçлет. Ку, паллах, çителĕксĕр. Анчах та шалупа туллин тивĕçтерейменни хытах пăшăрхантарать. Çавăнпа фермăра ĕçлеме кăмăл тăвакансем сахал. Выльăхсене хĕрхенсе кăна ĕçе тухма тивет ферма ĕçченĕсен.
Ялта пĕр лавкка. Унта кашни кунах ял çыннисем кирлĕ тавар туянма пултараççĕ. Лавкка çумĕнчех культура çурчĕ вырнаçнă. Анчах та унта вырăнти артистсен сасси сайраран çеç янăрать. Çамрăксене вăхăта усăллă ирттермешкĕн теннис сĕтелĕ те, шашка та уйăрса панă. Канмалли кунсенче çав-çавах йышлăн пуçтарăнаççĕ.
Кăканар ялĕнче çамрăк çемьесен шучĕ пур. Çуралакансем вара сахал. Нумаях пулмасть Семеновсен çемйи çуралнă. Федотовсем, Волковсем те чаплă туй кĕрлеттернĕ.
Малашлăх пурах. Çамрăксем пулсан, ача çуралсан ял пĕтес хăрушлăх çук. Кунта хулара вĕренсе тухса ялта тĕпленсе пурăнакан çамрăксем те тĕл пулаççĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.