АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карçынкка çыхаççĕ, лăпă маçтăрлаççĕ

14 апреля 2012 г.

– Çÿхерех хуллине илсе пар-ха мана, – сăмах хушрĕ кинемей хăйĕнчен инçех мар ларакан мăшăрне.

– Галина, çак хушша хулăмрах хуллине ярас пулĕ. Ун пек çирĕпрех пулать, – чĕнчĕ арçын.

Кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçлама тăрăшаççĕ Уйкас ялĕнчи Пантелеймон Николаевич Николаевпа Галина Алексеевна Андреева. Кил хуçи арçынĕ лăпă маçтăрлать пулсан, çемье управçи карçынкка çыхать. Кашниех çийĕнчех пĕр-пĕрин ĕçне хак параççĕ, çитменлĕхсене асăрхаттараççĕ.

Ĕç тунă чухне вара калаçу тĕрлĕ темăпа йĕркеленет.

Аслă ăрури ватăсем ĕмĕре пĕрле пурăнса ирттернĕ тейĕн. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.

– Мăшăр пурнăçран ирех уйрăлчĕ. Арçын пуççăн кил хуçалăха тытса пыма йывăр. Çавăнпа тепре авлантăм, – терĕ 76-ри арçын.

Пантелеймон Николаевич хăй вăхăтĕнче ялта хисеплĕ механизатор шутланнă. «Сельхозхими», «Сельхозтехника» предприятисен тытăмĕнче виçĕ теçеткене яхăн тимленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 43 çул.

– Иккĕмĕш мăшăрпа тăвансем паллаштарчĕç. Çĕнĕ Шупашкартан вăл, – пĕлтерет арçын.

Галина Алексеевна Пантелеймон Николаевичпа паллашнă чухне пĕчченех пурăннă. Упăшки вилнĕ хыççăн килти хуçалăх лавне хăй тĕллĕн туртнă.

– Халĕ вун икĕ çул пĕрле, – калаçăва хутшăнать 71-ри кинемей.

Карçынкка-лăпă çыхас пуçару шăп та шай Г.Андрееван шухăш-тĕллевĕ пулнă. Пĕрремĕш упăшкин çемйинче карçынкка çыхассипе ĕçленĕ.

– Карçынккапа лăпă çыхса пысăк тупăш ĕçлесе илессишĕнех тăрăшмастпăр. Çынсемшĕн усăллă япаласем туни пĕлтерĕшлĕ, – ăнлантарать çичĕ теçеткерен иртнĕ ватă.

Манпа калаçнă вăхăтрах пĕрин хыççăн тепĕр хăва хуллине авать. Кил таврашĕнче ĕçсем çук пулсан кунне тăватă-пилĕк карçынкка нимĕн те мар çыхать аслă ăрури çын.

– Хăва хулли шыраса Торпкассине çитиех каятпăр. Кĕркунне çителĕклĕ хатĕрлетпĕр те çавăнпа хĕл каçатпăр, – ĕç-хĕлпе паллаштарать Пантелеймон Николаевич.

Çемье карçынкка маçтăрлассипе вун икĕ çул ĕçлет пулсан, лăпă çыхассипе икĕ-виçĕ çул çеç тимлеççĕ.

Хĕрарăм алли çыпăçуллă пулни пÿрте кĕрсен те тÿрех сисĕнет. Урайĕнче Галина Алексеевна çыхнă палассем.

– Кивĕ япаласене çĕтсе çекĕлпе çыхса сăн кĕртетĕп. Килте кирлĕ усăллă япаласем маçтăрлатăп, – ăнлантарать кил управçи.

Çавăн пекех тĕрлĕ йышши илемлĕ тапочки, алсиш та çыхма ăста çичĕ теçеткерен иртнĕ ватă.

Капăрлатса çыхнă япалисене ачисене парнелет. Пантелеймон Николаевичăн вĕсем 5-ĕн пулсан Галина Алексеевнăн виççĕн.

К.ВАНЮШИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика