18 апреля 2012 г.
Чăннипех çапла, Чулкаç ялĕнчи урампа утас тăк, Ирина Тимофеевăна ниепле те хăваласа çитеймĕн. Çунатлă кайăк тейĕн ăна. Пĕр киле çитет те почтальонка урам алăкĕ умĕнче тăракан кинемейпе калаçса илет, тепĕр пÿрт патне пырать те, унăн хуçипе те сăмах хушать.
Сакăр çул почтальонкăра ĕçлет Ирина. Виçĕ ял тăрăх хаçат-журнал, çырусем валеçет вăл – пĕтĕмпе 200 экземпляр. Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ, тăватă ача çитĕнтереççĕ: виççĕшĕ – йĕкĕрешсем, кĕçĕнни – хĕр ача, кĕçех 4 çул тултарать.
Упăшки, Юрий Иванович, çемьешĕн тăрăшакан çын, чăн-чăн кил хуçи. Ирина Петровна, ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май, кунти мĕн-пур мероприятисене хутшăнать, вырăнти тĕрлĕрен ыйтусене татса пама тăрăшать.
А.СТЕПАНОВА.