18 апреля 2012 г.
Чăваш ачисенчен чылайăшĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсан института е университета вĕренме каяс ĕмĕт-тĕллев тытнă. Çавăн пек çамрăксенчен пĕри Александра Семеновна (Маркова хĕр чухнехи хушамачĕ) Канюкова пулнă.
А.С.Канюкова – филологи наукисен кандидачĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ.
А.С.Канюкова Тавăт шкулĕнче, Калининăри педагогика училищинче вĕреннĕ. Ун хыççăн вăл Шупашкарти педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. 1945-1949 çулсенче чăваш хĕрĕ Мускавра чĕлхе институтĕнчи аспирантурăра ăнăçлă вĕренет. 1950 çулта тĕпчевçĕн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртет. Паллă тюрколог Николай Дмитриев профессор ертсе пынипе аспирантка диссертаци ăнăçлă хÿтĕлет. Пирĕн ентеше филологи наукисен кандидачĕ ята параççĕ. 1949-1969 çулĕнче А.С.Канюкова 25 ăслăлăх ĕçĕ çырать.
Эпĕ унпа 1969 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче Элĕкри вăтам шкулта тĕл пулнăччĕ. Вăл хăйне Мускавра паллă ăсчахсем вĕрентни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. А.С.Канюкова Болгари çĕршывĕнче те пулса курнă. Унта вăл Болгарири паллă ученăйĕпе, писателĕпе Ангел Тодоровпа тата Иосиф Веселин журналистпа тĕл пулнă, чăваш чĕлхин диалекчĕсем çинчен анлă доклад туса панă.
Ăш пиллĕ калаçу халĕ те ман асăмрах юлчĕ. Пирĕн çыхăну пачах та татăлмарĕ. Вăл хăйĕн кĕнекисене почтăпа ярса парса тăчĕ.
Вăхăт-вăхăтăн унăн кĕнекисене алла тытатăп те вулатăп, асаилĕве путатăп. Наукăра, вĕрентÿре паллă ĕçсем тунине шута илсе, А.С.Канюковăна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» значока панă. Унăн наградăсем те нумай.
Б.БОРИСОВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ.