АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинчен анмасть

18 апреля 2012 г.

Шĕнтреш ялĕнче пурăнакан Людмила Лукина темиçе çул ĕнтĕ кичемлĕхе юрă-ташăпа сирме хăнăхнă. Тивĕçлĕ канура пулин те килте ларса вăхăта сая ямасть. Культура ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе тăрать, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисемпе концертсене хутшăнать.Людмила Петровна ултă теçеткерен виçĕ çул каяллах каçнă. Вăл чылай çул суту-илÿ тытăмĕнче ĕçленĕ. Ашшĕ лавкка тытнă вăхăтра хĕрне те суту-илÿ ĕçне кÿлĕнтернĕ. Унăн хĕр чухнехи хушамачĕ янравлă илтĕннĕ – Дианская. Л.Лукина çавăн пекех фермăра та ĕçленĕ. Чи малтанах сыснасене пăхнă çĕре вырнаçнă, каярахпа пăрусен уйрăмне куçнă. Фермăра тăрăшакан вăл вăхăтра выçă ларман: утă-улăмĕпе те, тыррипе те çителĕклĕ тивĕçтернĕ.

Колхоз Ураскилтпе пĕрлешсен бригадăна ĕçлеме куçнă. Людмила Петровна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта тăрăшнă.

Пурнăçра мĕн чухлĕ куççуль тăкма тивмен-ши унăн. Хурлăхлă кунсем чылаях пулнă. Людмилăн мăшăрĕ вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Халĕ сакăр çул та çитнĕ вăл уйрăлнăранпа. Пĕчченех çĕнĕрен кил-çурт çавăрать. Ытти хуралтăсене те çĕнетет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ултă ачана кун çути парнеленĕ, вĕрентсе кăларнă. Савăнса пурăнмалла пек те, анчах та Людмила Петровнăн пĕртен-пĕр ывăлне те вăхăтсăр пытарма лекет. Çирĕм икĕ çулти каччă электричество токĕ çапнипе куçне хупать. Çапла ултă ачаран пиллĕк хĕр çеç тăрса юлать Лукинсен.

Л.Лукина чăтать, тÿсет. Халĕ вăл шăллĕпе пĕрле хăйĕн килĕнче пурăнать. Хĕрĕсем килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Шăллĕ инвалид пулнă май ăна пăхма тивет. Кунран кун çĕнĕрен те юрăсем вĕренет. Кашни концерта валли çĕнĕ юрăсем хатĕрлет. Илемлĕн шăрантарса ял-йыш чунне уçать.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика