18 апреля 2012 г.
Вутлан шкулне кĕрсен сăпайлă та пултаруллă арçын ачана чылайччен шырама тивмерĕ, учительсем ăна хăвăртах тупса пачĕç.Сергей Иванов – тăххăрмĕш класс ачи. Çак çулсенче пĕрле вĕренекенсемпе вĕрентекенсене мĕн чухлĕ савăнтарса тĕлĕнтермен-ши; Ара, пур чĕрĕке те лайăх паллăсемпе вĕçлет-çке. Çавăн пекех тĕрлĕ ăслăлăх олимпиадисенче те унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Акă кăçал вăл районти «2012 çулхи чи лайăх вĕренекен» конкурса хутшăннă, ăсталăхпа пултарулăха туллин уçса панă. «Чĕрĕ энциклопеди» номинацире мала тухнă.
Пĕр пушă вăхăт та çук ачашăн. Вуламалли, çырмалли нумай, экзаменсем умĕн уйрăмах вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрма тивет.
– Вĕренÿре аттепе анне мана ăнланса та пулăшса пыман-тăк нимле ăнăçу та пулас çукчĕ, – терĕ Вутланти Сергей Иванов.
Килти ĕçе хатĕрленсе килменни пулман унăн. Урокра хăйне лăпкă тытать, вĕрентекен ыйтăвĕ çине ялан тулли хурав парать. Çавăнпах арçын ачан дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Биологи предметне килĕштернине ашшĕпе амăшĕ тата юлташĕсем умĕнче те пытармасть. Вăл хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн.
– Ачалăх çулĕсем хăвăрт иртсе пыраççĕ. Малашлăхра ырри пирки çеç ĕмĕтленетĕп. Юратнă профессие алла илессе чун-чĕререн шанатăп, – пĕлтерет С.Иванов.
Ÿркенмест вăл, вĕренÿре те, килти ĕçсенче те. Арçын ача йывăрлăха лекнĕ тус-юлташĕсене пулăшма ялан хатĕр.
Юрий КОРНИЛОВ.