21 апреля 2012 г.
Çын пуласси – ачаран, лаша пуласси тихаран паллă тесе ахальтен каламан каларăшпа килĕшесех килет. Пĕчĕкренех юрра-ташша юратакан ÿссе çитсен кам пуласси те паллă ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшне кура ачан таланчĕ те, аталанса, вăйланса пынă пек туйăнать.
Мăн Вылă шкулĕнче пĕчĕкренех юрлакан икĕ хĕр ача вĕренеççĕ. Соньăпа Арина иккĕшĕ те илемлĕ юрлассипе палăраççĕ. Ытларах чăваш юррисене кăмăллаççĕ. Вĕренÿре те тăрăшулăх кăтартаççĕ вĕсем.
Соня Ивановăпа Арина Васильева улттăмĕш класра ăс пухаççĕ. Хĕр ачасем юрлама çеç мар, тĕрлеме те ăста. Вĕсем питĕ музыка тата технологи предмечĕсене килĕштереççĕ. Ку енĕпе иртекен кашни уроках чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Соньăпа Аринăн та ашшĕ-амăшĕ ялти художествăпа пултарулăх ушкăнĕнче активлăн хутшăнаççĕ. С.Ивановăн амăшĕ культура çуртĕнче ĕçлет. Юрлама питĕ ăста. Пĕчĕк хĕрĕ те çавна пулах юрлас таланчĕпе мĕн пĕчĕкрен – шкула кайичченех палăрма пуçланă. Арина Васильевăн та ытларах амăшĕ час-часах культура мероприятийĕсене хутшăнать. Çемьере виçĕ ачаран Арина – чи илемлĕ юрлаканни. Ытти çĕрте те вăл юрланине питĕ килĕштереççĕ.
Соньăн вара килте пиллĕккĕн ÿсеççĕ. Чи асли – Тоня та пултаруллă вĕренекенсен пĕри пулнă шкул сакки çинче чух. Юрлама та ăста.
Аринăпа Соня кăçал Шупашкарта иртнĕ «Сентти» ача-пăча фольклорĕн конкурсне хутшăннă. Унта вĕсем 3-мĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ. Кашни çулах «Мехел» эстрада конкурсне хутшăнаççĕ хĕр ачасем. Пĕлтĕр район шайĕнче иртнĕ конкурссенче хутшăнса дипломсене тивĕçнĕ.
Улттăмĕш класра вĕренекенскерсем музыка урокĕсенче кăна мар, ытти çĕрте те талантлă, тавçăруллă, маттур. Çапах та музыкăна вĕрентекене асăнса хăвармасăр май килмест. Светлана Иосифовна Федорова тахçантанпах ачасемпе ĕçлет. Вĕсене юрлас ăсталăха туптама вĕрентсе, хăнăхтарса пырать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ачасенчен уйрăлас килмест унăн. Вĕрентекенсем ăна питĕ юратаççĕ, ытти çынсем те чунтан хисеплеççĕ. Светлана Федорова Аринăпа Соньăна тĕрĕс юрлама кĕçĕн классенченех вĕрентнĕ. Халĕ хĕр ачасем пĕрремĕшпе иккĕмĕш сасăсене хăйсемех тĕрĕс тытса пырса юрра ăста шăрантараççĕ. Çавна май юрă кĕвви те вĕсен янăравлăн илтĕнет. Вĕсем пĕчĕккĕн музыка инструменчĕсемпе те калама хăнăхкалаççĕ.
Ку енĕпе те Светлана Иосифовнăн витĕм пысăк. Ачасем пур енлĕн аталанччăр тесе тăрăшать.
Арина та, Соня та 2010 çулта «Мерчен» вокал ансамблĕсенче хутшăннă. Пĕлтĕр вара вĕсем Мăн Вылă шкулĕн чысне хÿтĕлесе «Юрататăп сана, Раççей» ятлă патриотла юрăсен районти конкурсĕнче виççĕн тепĕр хĕр ачапа (Васильева Юлиана ятлă-авт.) пĕрле виççĕмĕш вырăна тухнă.
Соня Иванова – «Сатлай» тата «Выла шевлисем» ятлă ача-пăча фольклор пĕрлешĕвĕсен солистки. Хĕр-тантăшĕпе пĕрле сцена çинче юрлама, пур çĕре те пĕрле хутшăнма кăмăлланине палăртрĕ вăл. Иккĕшĕ те пĕчĕкрен артист таланчĕсемпе уйрăлса тăнăран вĕсен пуласлăхĕ те сценăпа çыхăнасса шанаççĕ. Ÿссе çитсен пĕр-пĕр илемлĕ юрăсем шăрантаракан юрăç пулма ĕмĕтленеççĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.