АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правилăсене пăхăннине тĕрĕслĕç

21 апреля 2012 г.

Çуран çÿрекенсен йышĕнче те çулран-çулах çул-йĕр правилисене пăсакансем нумайланаççĕ. Çуран çÿрекенĕн право пĕлĕвне ÿстерес, çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентес, çул урлă каçмалли вырăнта уйрăмах тимлĕхе ÿстерес тата автотранспорт водителĕсен çак вырăнта ытларах асăрханулăха çирĕплетес тĕллевпе ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Çул урлă каçмалли вырăн» рейд иртрĕ. Ун чухне çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕсем йĕркене пăсакансемпе уйрăм калаçусем ирттерчĕç. Асăннă уйăхăн вун виççĕмĕшĕнче инспекторсем шкул ачисемпе тепĕр хут çул-йĕр правилисене аса илчĕç, уçă уроксем ирттерчĕç.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Хăвăртлăх тата хирĕç килекен çул çине тухни» профилактика мероприятийĕ ирттерме планларĕç. Мĕншĕн тесен транспортпа пынă чух чылай водитель çул-йĕр правилисене пăсать. Хăвăртлăха ÿстерсе малтан мала кайма тăрăшать. Çавăнпа та водительсене çул-йĕр правилисене пăхăнтарас тата вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе инспекторсем кашни уйăхрах çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Правона пăсакансене вĕсем пуçран ачашламаççĕ: е штраф параççĕ, е транспортпа çÿремелли праваран нумайлăха хăтараççĕ.

Автобуссен юсавлăхне, хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине шута илетпĕр. Çавăнпа та ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Автобус» рейд вăхăтĕнче, пассажирсене турттаракан транспорт хатĕрĕсене тĕрĕслетпĕр. Автотранспорт предприятийĕсенче профилактика мероприятийĕ ирттеретпĕр.

Г.КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен

инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика