АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя кăтарту та явап тыттарать

21 апреля 2012 г.

Дубовски поселокĕнче пурăнакан Р. гражданка тĕлĕшĕпе Шалти ĕçсен пайĕнче хăйне мăшăрĕ вĕлерессипе хăратнă, хĕненĕ тесе ĕç пуçарнăччĕ. Анчах та ăна суя кăтартусем пама юраманни пирки асăрхаттарнă. Çакна тĕпе хумасăрах вăл уголовлă ĕç пынă май хăйĕн мăшăрĕ çине ытти уголовлă суя статьясем хушса хунă.

Р. гражданкăн суя кăтартăвĕ çапларах. 2011 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Р. мăшăрĕпе пĕрле Элĕкрен Дубовски поселокне кайма тухнă. Элĕк пасарĕ тĕлне çитсен В. мăшăрĕ арăмĕпе хирĕçÿ пуçарнă. Хĕрарăма кĕлеткерен аллипе тата урипе çапса-тапса пĕтернĕ. Унтан тимĕр кĕреçе тытса ăна вĕлерессипе хăратнă.

Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче çак уголовлă ĕçе судра пăхса тухнă чухне Р. гражданка хăйĕн малтанхи кăтартăвĕсене улăштарнă. Мăшăрне урăх хĕрарăмпа курнă та çавăнпа ун çине тарăхса çапла суйнă, тесе ăнлантарнă хĕрарăм. Çав кун мăшăрĕ ăна тĕксе кăна янă, вĕлерессипе хăратман та иккен. Çавăнпа та В. тĕлĕшĕпе ку уголовлă ĕçе чарнă, анчах та мăшăрĕпе хирĕçнĕшĕн РФ УК-ĕн 1-мĕш пайĕн 116-мĕш статйипе килĕшÿллĕн явап тытмалла тунă.

2011 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче кăнтăрла иртни виçĕ сехет те вунă минутра пасар территорийĕнче вырнаçнă «Новинка» лавкка тĕлĕнче В. арăмне кĕвĕçсе хирĕçме тытăннă.

Çапла майпа Р. гражданка судра хăйне мăшăрĕ апрелĕн 7-мĕшĕнче хĕнемен тата вĕлерессипе хăратман пулсан та суя кăтартусем панă.

Халĕ Р-ăн РФ УК-ĕн 1-мĕш пайĕн 307-мĕш статйипе килĕшÿллĕн явап тытмалла. Мĕншĕн тесен судра суя кăтартусем пани те преступлени шутланать.

Р. гражданка кăтартăвĕсенчен çакă паллă. Вĕсем В. мăшăрĕпе 2010 çулхи июль уйăхĕнче кăна пĕрлешнĕ. Çапла пĕрле пурăннă май мăшăрĕпе иккĕшĕн хушшинче хура кушак чупса кайнă тейĕн. Пĕр-пĕрне кĕвĕçсе час-часах хирĕçнĕ вĕсем. Çак сăлтавпах уйрăм пурăнма пуçланă. Р. – Дубовски поселокĕнче, В. – тепĕр ялта пурăннă. 2010 çулхи декабрьтен пуçласа 2011 çулхи март уйăхĕччен В. мăшăрĕ патне темиçе хутчен те килсе кайнă. Кашнинчех Р.-па хирĕçнĕ. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче Р. «Кулинария» кафере ĕçленĕ. Ирхине ун патне мăшăрĕ кĕрсе тухнă.. Кăшт вăхăт иртсен В. каллех ун патне ĕçе пынă, хальхинче ÿсĕр пулнă. Унта вăл татах хаяррине ĕçнĕ. Кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлне Р. ĕçне пĕтернĕ те киле кайма тапраннă. Унпа пĕрле В. та лавккаран тухнă. Хĕрарăма Дубовскине унпа пĕрле пырассине пĕлтернĕ. Лавккаран тухнă чухне вĕсене хирĕç виçĕ арçын тĕл пулнă. Вĕсенчен пĕри Р.-ăн пурнăçĕпе интресленсе лавккана кĕрсе кайнă. В. çакна тÿсеймесĕр Р.-на кĕвĕçме тытăннă. Çапла вĕсем «Продукты» лавкка патĕнчен иртнĕ. Çав вăхăтра В. мăшăрне пуçĕнчен темиçе хутчен аллипе çапнă, унтан ăна аллинчен тытса юр çине илсе утса урипе кĕлеткинчен темиçе хутчен тапнă. Арçын кунпа çеç çырлахман, хĕрарăма пÿрнипе куçĕнчен пуснă, Р. кăшкăрса пулăшу ыйтма пикеннĕ. Мăшкăла чăтаймасăр хăйĕн мĕнпур вăйне пухса упăшкине урипе тĕксе янă. Хĕрарăм ыратнипе тÿрех куçне уçайман, куçне уçсан хăйĕн умĕнче упăшки тимĕр кĕреçепе тăнине курнă, тарăхса кайнăскер ăна киревсĕр сăмахсем каласа вĕлерессине пĕлтернĕ.

Кайран В. хăех кĕреçене айккинелле илсе пенĕ. Çав вăхăтра Р. патне пасарта ĕçлекен хĕрарăмсем чупса пырса ура çине тăма пулăшнă. Р. çакăн пирки тÿрех милицине шăнкăравласа пĕлтернĕ.

Çакă пĕтĕмпех Р.-ăн суя сăмахĕсем. Мăшăрĕ ăна хĕнемен, вĕлерессипе хăратман. Тĕрĕссипе каласан, çав кун вĕсем иккĕшĕ лавккаран тухнă чухне виçĕ арçынна тĕл пулнă. Вĕсенчен пĕри хĕрарăма сывлăх суннă. В. мăшăрĕнчен: «Кам вăл;» – тесе ыйтнă. Хĕрарăм тÿрех хăй малтан тарăхса кайнă, упăшкине çапма пикеннĕ, çав хушăра ăна мăшăрĕ юр çине тĕксе янă. Утса кайнă чухне юнашар тăракан тимĕр кĕреçене те айккинелле илсе пенĕ, анчах унпа Р.-на вĕлересси çинчен пĕр сăмах та каламан.

Р. гражданка мăшăрне урăх хĕрарăмпа курнишĕн тарăхса Шалти ĕçсен пайĕнче В.-на суйса евитленĕ. Халĕ Р.-ăн та суя кăтартушăн явап тытма тивет.

И.ОСИПОВ, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, юстици следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика