АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрофирмăра ĕç вĕрет

25 апреля 2012 г.

Автопаркра механизаторсемпе водительсем çуракине валли транспорта хатĕрлеççĕ. Вак-тĕвек юсавсăрлăхсене сиреççĕ. Кунтах «Рабия» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорне Радислав Александрова та курма пулчĕ.

«Рабия» агрофирма унчченхи «Партнер» хуçалăхăн бази çинче 2010 çулта йĕркеленнĕ. Александр Дельман инвестор ăна хăй хÿттине илнĕ. Халĕ агрофирмăра 30 çынна яхăн тăрăшать.

– Пурлăхпа техника бази те чухăнах мар. Пилĕк трактор пур. Вĕсенчен иккĕшне иртнĕ çулта çеç туяннă, – палăртрĕ çамрăк ертÿçĕ.

Т-150 трактор патĕнче иккĕн ĕçлетчĕç. В.В.Ефимов слесарь техникăна юсассипе тимлĕх кăтартатчĕ. Агрофирмăра çуракине тĕплĕн хатĕрленеççĕ. 500 гектар çинче акма палăртнă. Кĕркунне 350 гектар çĕре сухаласа хăварнă. Элита вăрлăха та Муркаш районĕнчи Ильич ячĕллĕ хуçалăхран кÿрсе килнĕ.

Çĕре сухаламалли, сÿрелемелли агрегатсем ĕç туса пыма çителĕклĕ.

Ĕçе вăйлатас, çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес тĕллевпе Прашкушкăнĕнче çĕнĕ ферма хута яма палăртнă. Тĕрĕссипе малтанах тума пуçланă-ха, анчах ĕç чарăнса ларнă. Çитес вăхăтрах кунта ферма тăррине витесшĕн, шалти ĕçсене пурнăçласшăн. Вăкăрсене самăртмалли комплекс йĕркелесшĕн.

«Рабия» агрофирмăра автозаправка хута янă. Çавăн пекех халăхран сĕт пухассине те йĕркеленĕ обществăра. Чĕртавара пысăк пахалахăпа патшалăха сутас тĕллевпе сĕте сивĕтмелли агрегат та илсе лартнă.

Ертÿçĕ А.А.Политров механизатора, Н.К.Герасимов водителе ырăпа асăнчĕ. Вĕсем тăван хуçалăхăн малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика